Контент патне куҫ

Иран кунҫулӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Иран кун-ҫулӗ ҫинчен куҫарнӑ)

Иран кун-ҫулӗ (перс. تاریخ ایران‎) — тӗнчере чи аваллисен шутне кӗрет. Ӗмӗрсен тӑршшӗпех ку ҫӗршыв Тухӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Иран кун-ҫулне икӗ тапхӑра пайлани пур: мусульман тӗнӗ умӗнчи тата мусульман тӗнӗн вӑхӑчӗ. Иран пӗрлӗхне ислам тӗнне кӗртни унӑн этеплӗхӗн, социал тата политика структурисене тӗплӗн улӑштарнӑ. Анчах та ислам тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн малтанхи чун-хавал хаклӑхӗсем пачах та пӗтмен. Унтан ытла, вӗсем ҫӗршыври ҫӗнӗрен пулса тухнӑ этеплӗхе вӑйлӑ сӗм янӑ, ӑна хӑш тӗпчевҫӗсем иран исламӗ теҫҫӗ. Хальхи Иранра чылай мӑсӑльман тӗнӗ умӗнхи йӑла-йӗркесене упраса пыраҫҫӗ.

Авалхи ҫырав тапхӑрӗнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Авалхи Иран, хӗрлӗ тӗспе Элам патшалӑхне палӑртнӑ.
Тĕп статья: Элам

Авалхи ҫырав тапхӑрӗнче Иран ҫӗрӗсенчи чи вӑйли Элам патшалӑхӗ пулнӑ. Вӑл ытти ҫӗршывсемпе тупӑшнӑ, вӗсен шутӗнче шумерсем те пулнӑ.