Элам
Элам патшисем |
---|
Аван ăрăвĕ |
Симашки ăрăвĕ |
Суккаль-мах ăрăвĕ |
Аншанпа Суз патшисем |
Çĕнĕ Элам ăрăвĕ |
Элам - историллĕ çĕр тата авалхи патшалăх (пирĕн эрăччен III пинçуллăх — пирĕн эрăччен VI пинçуллăхăн варри).
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи Месопотами |
||
---|---|---|
Ассириологи | ||
Тахçанхи облаçсем, пысăк патшалăхсем | ||
Паллă хуласем | ||
Пурăнан халăх | ||
Чĕлхесем тата çырулăх | ||
Ăслăх | ||
Культура тата кулленхи пурнăç |
Шумер цивилизацийĕ · Шумер культури · Шумер-аккад халаплăхĕ · Гильгамеш кăссайĕ · Энума элиш · Миф об Инанне и Энки · Ассири ӳнерĕ · Ашшурбанипал библиотеки · Вавилон ӳнерĕ · Хаммурапи саккунĕсем · Законы Билаламы · Семирамидăн çакăнса тăракан сачĕсем · Этеменанки (Вавилон турулĕ) · Зиккурат в Уре · Кудурру · Цилиндр пичечĕсем · Тум-тир Ĕлĕкхи Месопотамире | |
Чи паллă пайăр çынсем | ||
Портал «Авалхи Тухăç» |
Авал çулсенче Элам тесе айлăмлă, вăтапа тури юхăмĕнче – Перси кӳлмекĕн Тигртан тухăçнелле вырнаçнă тăнăç пайне юхса кĕрекен Карунпа Керхе шывсен лапамне, çаплах çаврари ту районĕсене — Иранăн хальхи Хусистанпа Фарс облаçĕсене — палăртнă. Хăй элам тексчĕсенче çĕршыва Hatamti тенĕ, Hal-tamti – хорми те тĕл пулкалать, тенех, вăл тарăнрах аваллă пулĕ (сăна: элам hal 'çĕршыв').
Пиррĕн эрăччен III пинçуллăхра шумер-аккад хучĕсенчен элам хула-патшалăхĕсем: Шушен (Сузы), Аншан (Анчан), Симашки, Б/Парахсе (каярах Мархаши), Адамдун (Hatamti терминăн шумер хорми, ахăртнех) тата шутсăрах палăрту пулни хыпарлă.
Пирĕн эрăччен II пинçуллăхра Эламăн тытăм пайăрĕсем: Шушен (Шушун) тата Анчан; элам патшисем пĕр улăштармасăр çак хуласене хăйсен титулĕсенче кăтартаççĕ. Шушен – грек çыраканĕсем Сузы тенĕ, Карунпа Керхе хушшинче пирĕн эрăччен IV пинçуллăхри хулашне тарăн тĕпченĕ; Анчан - Фарсри хальхи Ширасран инçех мар Тепе-Мальян хулашĕ.
Эламсен тĕнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эламсен тĕнĕ – политеос тĕсĕллĕ, юнашар Месопотамири тĕнпе чылай пĕр пек.
Пирĕн эрăччен III пинçуллăхра Пиненкир турă амăшĕ (унсăр пуçне 2 турă амăшĕ - Парти тата Киририша) пулнă, тепĕр пин çул иртсен "астула" ар турă Хумпан йышăнать. Паллă пысăк вырăнта Суз хулин этепĕ Иншушинака шутланнă.
Урăх паллă турăсем - Хутран, Мансат, Наххăнти, Нарăнти.
Эламсен ĕненĕвĕпе, кашни турăн çутçанталăкра мăнаç китен аури пулнă, вăл метал е чуллă чару тăмхине куçма пултарнă.
Турăсене чӳкленĕ, вĕсене храмсенче кĕл тунă. Храмĕсене Месопотамири пекех, картлашкаллă пирамидă-зиккурат çине лартнă. Çакăн евĕр зиккурат халĕ те Чога-Замбильре сыхланса юлнă, ăна Унташ-Напириши патша вăхăтĕнче йĕркелесе тунă. Унсăр пуçне, турăсене храм çумĕнчи таса катара (вăрманра) этепленĕ.
Элам патшисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аван ăрăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Элам патшалăхĕ пирки пĕрремĕш хыпарсене п. эрч. XXVII ĕмĕрĕн вĕçĕ — XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕ телнелле, Аван ăрăвĕн патшисен тапхăрĕнче, палăртаççĕ. П.эрч. 2500 ç. тĕлн. шумер Киш хулине тытса тăракансем элам пăхăнăвĕнчен тухса ӳкеççĕ. Çак вăхăтра Аванра çĕнĕ ăру пуç пулса тăрать, никĕслевçи Пели, пулнă темелле. Тепĕр енчен, çак тапхăрти истори пулăмĕсене тĕплĕн пĕлмеççĕ. П. эрч. 2300 ç. тĕлн. Элама Аккад патшалăхĕ ярса илет, анчах та аккадсем çĕр-шыва хăйĕн влаçĕнче тытса тăма пултарайман те темиçе çуллăха ăна ирĕке янă. Çĕнĕ аккад патши Римуш Элам çĕрне çĕнтерсе пĕтĕмпех тустарать.
Çапах та, Аккад патшисем, темиçе харçăна тухса та Элама тĕплĕнех пăхăнтарайман, Маништушу тăванĕн ывăлĕ, Нарам-Суэн патша, çав-çавах, эламсемпе килĕшӳ хутне çырать, çавăнпа Элам шалти ирĕклĕхне сыхласа юлсан та хăйĕн тулашри политикине Аккад патшалăхĕпе канашласа тытса пыма тивĕç пулать. Ку тĕнче историнчи пĕрремĕш паллă килĕшӳ хучĕ. Ăна элам чĕлхипе, аккад савăл çырăвĕпе çырнă. Аван ăрăвĕн юлашки патши, Кутик-Иншушинакăн тапхăрĕнче — ун чухне Аккад хăйĕ кути йăхĕсен айне пулать — Элам ирĕклĕхе тавăрать. Анчах та кутисем Элам çине тапăнаççĕ те патшалăх темиçе çĕре пайланса каять. Тепĕр çĕр çул иртсен кăна çĕр-шыв çĕнĕрен пĕрлешĕнет, вара Элам Симашки ăрăвĕн патшисен влаçĕнче мăнаçлăха хăпарать.[1]
Симашки ăрăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аван патшалăхĕ арканса кайсан тӳрех Элама ур патши Шульги çĕнтерсе илнĕ. Темиçе вунçуллăх хушши çĕршыва шумер чиновникĕсем тытса тăнă. Шу-Суэн ур патши чухне Симашки элам хулинче Гирнамме патша пулни паллă. Гирнамме несĕлĕ— Энпилухан — Уртан уйрăлса Аван тата Сузы хуласене çĕнтерсе илет. Энпилухана хăйне шумер çарĕ тыткăна илет, Элам çак тĕле пĕтĕмпех шумер айĕнчен тухать. Ур гарнизонĕсене пур çĕртен те хăваласа яраççĕ, шумерсен вара çĕршывран тухса тарма тивет.
Хутрантемпти патша влаçĕн айĕнче эламсем Шывхушши территорине тапăнса Уруна хăйсем Эламра хуçаланнăшăн тавăраççĕ. III Ура ăрăвĕн юлашки патшине — Ибби Суэна — элам çарĕсем пулăшнипе астаулран сирпĕтсе антараççĕ, çакăн хыççăн элам гарнизонĕсене Урара тата Шумерăн урăх пысăк хулисенче вырнаçтараççĕ. Çапах та, вĕсен кунтан темиçе çултан тухса кайма тивет. Идатту I патша вăхăтĕнче Симашкисем хăйсен влаçне пĕтĕм Элама сараççĕ. Элам патшалăхĕ аллă çултан сахал çеç пырать. Кĕçех Симашки патшисем хăйсен мăнаçлăхне çухатаççĕ те, п.эрч. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри тĕлнелле Эламри влаçе çĕнĕ ăру — Суккаль-мах ăрăвĕ ярса илет.
Суккăль-мах (Эпарт) ăрăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăрăва никĕслекенĕ - хăш Эпарти – хура халăхран тухнăскер пулнă, çĕршыври влаçа кăнар йĕркипе мар, кĕрешӳре çĕнтерсе тивĕçнĕ. Эпарти несĕлесем, уйрăмах Шильхаха арăм патша, патша влаçне, Элам патшалăхне чылаях тĕрĕклетеççĕ.
Элам влаçа ун чухне хăй евĕр триумвират тытса пынă. Çĕршыва виçĕ тăрăм пĕр харăс ертсе пынă: 1) Суз суккалĕ, 2) Элам тата Симашки суккалĕ, 3) суккаль-мах. Суккаль-мах çĕршывăн патши шутланать, унăн ĕç вырăнĕ Сузра пулнă. Вăл вилсен элам астулне яланхилле Элампа Симашки суккăлĕ ларнă. Часах çак патшан шăллĕ пулнă. Суз суккăльĕ вырăнне (тĕп хула тăрăмĕ) суккаль-мах хăйĕн аслă ывăлне лартнă. Çапла, Эламра кӳршĕ патшалăхсенчи пек влаç ашшĕнчен ывăлне мар, пиччĕшĕнчен шăллĕне куçса пынă. Суккаль-мах ăрăвĕсен политика кун-çулĕ пирки питĕ сахал хыпар. Элам ун чухне Вавилонипе тата Аккад патшалăхĕпе кĕрешнĕ. Пирĕн эрăччен ХV ĕмĕр пӳсламăшĕнче Суккаль-махсен ăрăвĕн кун-çулĕ ăнсăртран татăлать. Элама касситсем çĕнтерсе илнĕ теме пулать. Темиçе çĕрçуллăх хыççăн çеç Элам каллех Aншанпа Суз тапхăрĕнче ирĕклĕхе тухать.
Аншан тата Суз (Игехалкисемпе Шутруксем) ăрăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак, паллах, элам кун-çулĕнче чи чаплă тапхăр, унтан чылай археологи палăкĕ юлнă, сăмахран, Унташ-Напириш патша вăхăтĕнчи паллă зиккурат Дур-Унташ (халĕ Чога-Замбиль).
Çенĕ элам ăрăвĕ, вырăнти сумлă çынсен уйрăлас кăмăлне пĕтереймест, тĕп влаçа çирĕплетеймест. Пирĕн эрăччен XIII ĕмĕртен пуçласа эламсем çĕрсене сарма тытăнаççĕ. Эламсем Диял юханшыв çинче пысăк çĕре ярса илет, çав шутра Эшнунну хулана (Унташ Напириш патша вăхăтĕнче (астула пирĕн эрăччен 1275 ç. илет). Çак çер витĕр Иран туçинчи Икшывран караван çулĕсем иртнĕ. Эламсен çак çĕнтерӳсене пула Вавилонри кассит ăрăвĕ лакăма кĕрсе ӳкет, вара Элама пурĕпе вавилон влаçĕнчен хăтарăççĕ.
Китен-Хутране патша (астула пирĕн эрăччен 1235 ç. йышăнать) тапхăрĕнче Вавилоние икĕ харçăпа кайнă, Ниппура, кайран Иссина туртса илнĕ. Анчах та элам тăрăмĕн Вавилонире çирĕпленсе вырнаçассине ассири патши Тукультининурта I пăсса хурать, вăл хăй Вавилоние ярса илесшĕн ĕмĕтленнĕ, çав ĕç-пуçра вăл элам патшинчен ăнăçăлларах тупăшлать. Китен Хутрана вилсен Эламри влаçа çĕнĕ ăру – Шутрук-Наххунте патша ятĕнчен тухнă Шутрук ăрăвĕ çĕнтерсе илет. Çак патша 1160 çулта Вавилон çине çĕнтерӳллĕ харçăпа пырса тухать, хулана пĕтĕмпех тустарать, вĕсенчен пысăк парăм туянать.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- И. М. Дьяконов, ЭЛАМСКИЙ ЯЗЫК. Языки Азии и Африки. Т. III. - М., 1979.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ http://www.world-history.ru/countries_about/461/801.html 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Аккад |
||
---|---|---|
Хронологи | ||
Патшасем | ||
Хуласем | ||
Тулашри политика | ||
Культура | ||
Чĕлхесем тата çырулăх | ||
«Авалхи Тухăç» портал |