Контент патне куҫ

Йăмлăх (физика)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Йăмлăх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Йăмлăх (лат. māteria «япалалăх» тенинчен, акăл. matter, выр. материя) — физикăри чи тĕпри ăнлавсенчен пĕри , пĕтĕмĕшле термин, уçлăх-вăхăтра мĕн пуррине палăртаканскер тата çав уçлăх-вăхăтăн енĕсене витĕм кÿрекенскер.

Физика тишкерекен объект, харпăр çыннăн ăс-тăнĕнчен килмен объективлă реаллĕх.

Йăмлăх сăмах чăваш чĕлхин хăшпĕр сăмахсарĕсенче тĕл пулать. Сăмахран, 1930-мĕш çулсенче тухнă В.Г.Егоровăн "Вврăсла-чăвашла" словарĕнче. Э.В.Фомин чĕлхеçĕ çырнинчен[1]:

Асăннă сăмахăн хапине пăхсан, вăл икĕ компонентран тăрать пек: Йăмлăх=Йăм+Лăх. Кунта -Лăх аффикс, вăл вара япала ячĕсем çумне çыпçăнать. Çапла вара чăваш чĕлхинче тахçан *йăм япала ячĕ пулнă пек пулса тухать. Мĕне пĕлтерме пултарнă вăл — çакă паллă мар.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Фомин Э.В. Материалы словаря агнонимов чувашского языка = Пĕлтерĕшсĕр чăваш сăмахĕсен кĕнеки / сост. Э. В. Фомин. – Чебоксары : ООО «Издательский дом «Пегас», 2013. – 258 с(ĕçлемен каçă) (Çавăн пекех тата ак кунта пăхăр: Фомин Э.В. КЛАССИФИКАЦИЯ АБСОЛЮТНЫХ АГНОНИМОВ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА* // Вестник ЧГПУ им. И. Я. Яковлева. 2015. № 1 (85)


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.