Уçлăх-вăхăт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Тăватă (3+1) виçеллĕ уçлăх-вăхăта ӳкерчĕк пулăшнипе сăнарлама тăрăшни

Уçлăх-вăхăт (Уçлăх-вăхăт талккăшĕ, Уçлăх-вăхăт континуумĕ) — виçĕ виçеллĕ уçлăха таваттăмĕш виçепе — вăхăтпа — туллилетсе тунă физикăлла модель.

Релятивизмла мар классикăлла механикăра виçĕ виçеллĕ Евклид уçлăхне усă курни вырăнлă, мĕншĕн тесен унăн пĕр виçеллĕ вăхăтпа тÿрĕ çыхăну çук. Вĕсене кашнине уйрăм пăхма пулать. Релятивизма шута илме тытăнсан вара кунашкал пăхăнусăрлăх çухалать.

Космологи тата релятивизмла физика енчен пăхсан уçлăх-вăхăт концепцийĕ уçлăха тата вăхăта абстрактлă пĕр тĕнчене пĕрлештерет.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]