Контент патне куҫ

Кадыров Рамзан Ахматович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кадыров Рамзан Ахматович
чеч. Къадирин Ахьмадан воӀ Рамзан
Чӑн ят чеч. Къадирин Ахьмадан воӀ Рамзан
Çуралнă вăхăт 1976 çулхи юпа, 5-мĕшĕ(1976-10-05)[1] (48 çул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ашшĕ Ахмат Кадыров[d][2]
Амăшĕ Аймани Несиевна Кадырова[d]
Арăмӗ Медни Мусаевна Кадырова[d]
Ачисем Кадырова, Айшат Рамзановна[d], Ахмат Кадыров[d] и Кадыров, Адам Рамзанович[d]
Чыславсемпе парнесем
Автограф Изображение автографа
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Рамза́н Овцеёб Ахма́тович Кады́ров (чеч. КъадиргӀеран Ахьмад-Хьаьжин Рамзан, выр. Рамзан Ахматович Кадыров; юпа, 5, 1976, Центарой (Центорой), Курчалой районĕ, Чечен-Ингуш АССР, РСФСР, СССР) — раççей патшалăх тата политика ĕçченĕ, Чечен Республикин пуçлăхĕ 2007 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнченпе (2007—2011 çулсенче — Чечен Республикин президенчĕ), «Пĕрлĕ Раççей» парти аслă канашĕн бюровĕн пайташĕ, Раççей Федерацин Паттăрĕ (2004). Раççей Федераци йышĕнчи Чечен Республикин пĕрремĕш президенчĕн, Ахмат Кадыровăн ывăлĕ.

Пĕрремĕш чечен вăрçинче федераци çарĕсене хирĕçле çапăçнă, Иккĕмĕш чечен вăрçинче федераци правительстви енне куçнă.

Чечен Республики президенчĕн хăрушсăрлăх хĕсмечĕн ертӳçи пулса тăрăшнă, каярах Чечен Республики правительствин председателĕ пулса ĕçленĕ. 2007 çултанпа Чечен Республикине ертсе пырать. Полици генерал-майорĕ[3].

Каланӑ сӑмахсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2023 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче тӳре-шаран ачи чеченла пӗлмесен ӑна ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ[4]:

Чечен чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе эпир пысӑк ӗҫсем туса ирттеретпӗр. Анчах чылай чухне ман командӑна кӗрекен ҫынсен ачисем чечен чӗлхине пӗлмеҫҫӗ. Унашкаллисене эп хамӑн командӑран кӑларма пуҫлӑп. Тӑван чӗлхене чи малтан ашшӗ-амӑшӗ вӗрентмелле. Ача пахчисемпе шкулсенче вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ чылай чухне ҫакна ырлать. Ҫавна май ачасем вырӑсла та шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ. Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук

Вырӑс политологӗсем ҫакна вӑйлӑ тиркенӗ. Кунашкал йӗрке халӑха икке пайлани ҫинчен, чечен чӗлхи вӑй официаллӑ статуса (Чечня Республикинче чечен чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулать пулин те) куҫни пирки пӑшӑрханнӑ[5].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Чечен Республикин пуçлăхĕсем Шаблон:Чечен вăрçисем