Кустантин
Кустантин[2] (грек Κωνσταντινούπολις, Константину́полис, е ἡ Πόλις — «Хула»; лат. Constantinopolis, осман. قسطنطينيه, К̣уст̣ант̣ӣниййе, туркк. Konstantinopolis) — 330—395 çулсенче Рим империн, 395—1204 çулсенче Висанти, е Хĕвелтухăç Рим империн, 1261—1453 çулсенче Латин империн, 1453—1922 çулсенче Осман империн тĕп хули.
Европăпа Азин чиккинчи, Ылтăн Мăйракапа Мрамор тинĕсĕ хушшинчи стратегиллĕ кĕпер патĕнчи Висанти Кустантинĕ христиансен империн тĕп хули — Авалхи Римпа Авалхи Грецин тĕпкĕчĕ. Вăтам ĕмĕрсенче Кустантин Европăн чи пысăк та чи пуян хули, «Хуласен Патши» (Vasileuousa Polis) шутланнă. Кустантин Кустантин патриархачĕн астулĕ пулнă, халĕ те пулать, православии чиркĕвĕсем хушшинче «чи хисепли» шутланать.
Хула ячĕсем — Висанти (грек Βυζάντιον), Çĕнĕ Рим (грек Νέα Ῥώμη, лат. Nova Roma) (патриархăн титулĕ шутне кĕрет), Константинополь, Царьград (славянсен) тата Истампул. «Константинополь» ячĕ хальхи грек чĕлхинче сыхланса юлнă, «Цариград» — кăнтăр славянсен чĕлхисенче.
Официаллă Истампул ята 1930 çулта Ататюрк реформисене ирттернĕ тапхăрта куçарнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă Кустантин (306—337)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]324 çулта, хăйсем хушшинчи вăрçăсенче çĕнтерсен, Роман империн императорĕ Аслă Кустантин пирĕн эрăччен VII ĕмĕртенпе грек колонийĕ пулнă Висанти хулинче питĕ калăпăшлă çурт-йĕр тума тытăнать — ипподрома тепĕр хутчен хăпартать, çĕнĕ керменсем çĕкленеççĕ, мăнă Апостолсен чиркĕвне, карман хӳмисене тăваççĕ, империн мĕнпур кĕтесĕнчен ӳнер ĕçесене тиесе килеççĕ. Хулари халăх йышĕ европа тата ази провинцисенчен куçса килнĕ çынсен шучĕпе темиçе хутчен ӳсет.
330 çулхи çăвăн 11-мĕшĕнче Константин официаллă Рим империн тĕп хулине Босфор çинчи хулана куçарать те ăна Çĕнĕ Рим е Кустантинят парать.
Малашне хула питĕ хăвăрт ӳсет, аталанать те тепĕр çур ĕмĕртен, Феодосий император чухне, çĕнĕрен хула хӳмисене хăпартаççĕ. Паянкуна та упранса юлнă çĕнĕ хӳмесем çичĕ сăрта — Римри чухлех — картланă.
Феодосий 395 çулта вилсен, Рим империйĕ тĕплĕнех Анăç Рим империпе Тухăç Рим империне пайланать. Анăç Рим империйĕ аркансан (476) Тухăç империне малашне те анăç терминологипе Висанти империйĕ е ахаллех Висанти, унта пурăнакансене — ромейсем тенĕ.
Юстиниан хули (527—565)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юстиниан император тапхăрĕнче (527—565 çулсем) Кустантин хули «ылтăн ĕмĕре» кĕрет. Тепĕр пиллĕк çултан, 532 çулта хулара пысăк «Ника» пăлхавĕ хыпса тухать — хулана самаях арканать, Таса Софи соборĕ çулăмра пĕтет.
Пăлхава хаяррăн путарсан Юстиниан, чи паллă архитекторсене чĕнсе çĕнĕрен тĕп хулана туса лартать. Çĕнĕ çуртсене, храмсене тата керменсен, тĕп урамсене колоннадăсемпе капăрлатаççĕ. Уйрăмах Таса Софи соборне тăрăшса хăпартаççĕ, вăл христиансен тĕнчинче чи пысăк храм пулса тăрать, пин çул ытла — Римра Таса Петĕр соборне тăвичченех селĕмми шутланать.
Хула хăвăрт ӳссе ун чухнехи тĕнчере малтан ĕçлĕх центрĕ, каярах чи пысăк хулине çитет. Ăна ахаль «Хула» теме тытăнаççĕ. Пĕрремĕш хут «İstanbul» (isˈtanbul — иста́нбул, вырăнти пуплевпе ɯsˈtambul — ыста́мбул) турккă топонимĕ арап, кайран X ĕмĕрти тĕрĕк çăлкуçĕсенчи грек εἰς τὴν Πόλιν, «ис тин пόлин» — «хулана» е «хула патне» пĕлтерет — вăл Константинополь грек ятне кăштах палăртать темелле.
Хупăрлавсем, ӳкни (565—856)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лев Исавр император 717—741çулсене тăрăмра чухне IX ĕмĕрĕн варрине çити пынă турăшпа кĕрешесси тапранать, нумай фрескăпа мозаикăна пĕтернĕ.
666—950 çулсен тапхăрĕнче хулана темиçе хутчен те арапсем тата руссем хупăрлаççĕ.
Македонисемпе Комнинсем чухнехи çĕкленĕвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Комнинсен ăрăвĕн (1081—1185) тапхăрĕнче Кустантин каллех юлашки хут — Юстиниан тата Македон ăрăвĕн тапхăрĕнчи пекех мар — паллах, чĕрĕлет. Хула центрĕ анăçалла, хула хӳмисем патнелле, хальхи Фатих тата Зейрек районĕсене, куçать. Çĕнĕ чиркӳсене тата çĕнĕ император керменне (Влахернский дворец) хăпартаççĕ.
XI тата XII çĕрçуллăхсенче генуйсемпе венецисем суту-илӳ гегемонине илеççĕ те Галатăра вырнаçаççĕ.
Ӳкĕмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1204 çулхи акан 13-мĕшĕнче Кустантина Тăваттăмĕш хĕрес харçине хутшăннă рыцăрьсем ярса илеççĕ, вĕсем ăна çунтарса яраççĕ те пĕтĕмпех тустараççĕ. Хула хĕрес хӳтĕлевçисен Латин империн тĕп хули пулса тăрать, кунта вара экономикăра венецисем ертсе пыма тытăнаççĕ. 1261 çулхи ута уйăхĕнче висантисем, генуйсен пулăшăвĕпе, хулана каялла тавăраççĕ те влаçа Палеологсен висанти ăрăвне параççĕ.
XIV ĕмĕрĕн варрине çитиччен Кустантин суту-илӳн пысăк центрĕ шутланнă, анчах та вăхăт иртнĕçем пушăланса пырать, хулари паллă вырăнсене венецисемпе генуйсем çĕнтерсе илеççĕ. XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пусласа Кустантина темиçе хутчен те осман турккисем туртса илесшĕн тапăçнă. Вăрçакан Мехмед султан 1452 çулта Румель карманне туса лартсан хулан шăпи тухать: 1453 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче чылай хушă хупăрланă хыççăн хула хапхине уçать[3].
Кустантин тепĕр вăйлă патшалăхăн — Осман империн — тĕп хули пулса тăрать.
Этеплĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Архитектура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк пухăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Тĕплĕ карттă 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Юхма Мишши, «Атăл шывĕ юха тăрать»
- ^ [1]. Мехмеда Вăрçаканăн ун чухне çав самантри тĕнчере чи хăватлă хĕçпăшал — 1452 çулта венгр хĕçпăшалçи Урбан туса панă «Базилики» бомбардисем пулнă. Урбанăн «Базилика» бомбардин кĕпçин тăршшĕ 8 — 12 метр, калибрĕ 73 — 90 сантиметр пулнă, 500 килограм йывăрăш йĕтресене пенĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кустантин — Империн тĕп хули(ĕçлемен каçă)(выр.)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Полхар православи чиркĕвĕн епархисем |
|
---|---|
Полхарти епархисем |
Варна тата Великопреславль • Великотырново • Видинская • Врачан • Доростол • Ловчан • Неврокоп • Плевена • Пловдив • Русенская • Сливенская • Софи • Старозагорск |
Ютçĕрти | |
Патриарх енлĕхĕсем |
Гардарики |
||
---|---|---|
Волхов-Атăл сутă-илӳ çулĕ | ||
Двина-Тăнăвар сутă-илӳ çулĕ | ||
Ытти вырăнсем | ||
Варягсем • Колбягсем • Руç • Славянсем • Меря • Пăлхарсем • Хасарсем • Варягсен рунă чулĕсем |
Висанти историйĕ (Дука) Викивулавăшра? | |
Constantinople Викиампарта? |