Корчакова Светлана Васильевна
Корчакова Светлана Васильевна 1948 çулхи çурла уйăхĕн 20 – мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Кӳлпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялти пуçламăш тата Хăвăлçырмари сакăр çул вĕренмелли шкулсенче ăс пухнă. Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкарта воспитательте çур çул ĕçленĕ. Ленинградри патшалăх театр, музыка тата кинематографи институтĕнче 1968 – 1972 çç. вĕреннĕ. Вĕренсе пĕтерсен Чăваш ене килнĕ. Çамрăксен театрĕнче 1972 – 1977çç. ĕçленĕ. Кайарахпа Чăваш патшалăх академии драма театрĕнче 2006 çулччен вăй хунă.
Паллă рольсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фрау Марта («Икс» операци, С.Димин); Наçтаç («Кай, кай Ивана», Н.Айзман); Татьяна («Хурлăхлă чан сасси», Н.Сидоров); Устинья Наумовна («Хамă çынсем – йӳнеçтеретпĕр», А.Островский); Надя («Кăвакарчăнăм эс манăн», В.Гуркин); Людмила Яковлевна Баскакова («Амантнă чун», В.Розов); Галька («Чуна кивçен илеймĕн», В.Распутин); Манюк («Суйлакана – Суйпике», Н.Сидоров); Анфис аппа («Пурçăн кӳлĕ вăрттăнлăхĕ», М.Левтина) т. ыт. те.
Машăрĕ ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, режиссерĕ Корчаков Н.В. Çемьере икĕ ача. Халĕ тава тивĕçлĕ канура.