Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем
Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем (акӑл. South Shetland Islands) — Атлантика океанӗнчи Антарктика ҫурутравӗнчен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ архипелаг.
Тавралӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Архипелаг кӑнтӑр-анӑҫран ҫурҫӗр-тухӑҫалла тӑсӑлать, Антарктика ҫурутравӗнчен Брансфилд тинӗс пырӗпе, Кӑнтӑр Америкӑран — Дрейк тинӗс пырӗпе уйрӑлса тӑрать. Архипелагра нумай утрав вырнаҫнӑ, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ лаптӑкӗпе пӗчӗк. Архипелаг лаптӑкӗ — 3 687 ҫм².
Утравсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсене 1819 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче британ тинӗсҫӳревҫи Уильям Смит (акӑл. William Smith) «Williams» бригпа Монтевидеоран Вальпараисона ишнӗ чухне уҫнӑ. Вӑлах 1819 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче Кинг-Джордж утрав ҫине аннӑ, ҫапла май Антарктика ҫӗрӗ ҫине ура ярса пуснӑ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ. 1820 ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче утравсене пуринчен те малтан Эдвард Брансфилд тӗпчесе картографиленӗ. Тепрехинче утравсене 1821 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Фаддей Беллинсгаузен ертсе пынӑ пӗрремӗш вырӑс антарктика экспедицийӗ вӑхӑтӗнче тӗпченӗ, вӑл вӑхӑтра утравсене вырӑсла ятсем парса тухнӑ.
Архипелаг ятне (малтанхи вӑхӑтра «New South Britain» ятпа усӑ курнӑ) Шетланд утравӗсен ячӗпе панӑ. 1908 ҫултанпа Фолкленд утравӗсен шутне кӗнӗ, 1962 ҫултанпа — Британин антарктика территорийӗн пайӗ пулса тӑнӑ.
1940 тата 1943 ҫулсенче Чилипе Аргентина та утравсенче хуҫаланасшӑн пулни пирки пӗлтернӗ. 1961 ҫултанпа Антарктика килӗшӗвӗпе ҫӗрсене пайланӑ чухне сиксе тухакан мӗнпур ыйтусене татса парассине вӑхӑтлӑха чарнӑ.
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ҫавӑн пекех Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсенчи полярлӑ станцисен карттине пӑхӑр.
Архипелагра вуннӑ ытла антарктика станцийӗ вырнаҫнӑ, ҫав шута Кинг-Джордж утравра тӑракан Раҫҫейӗн «Беллинсгаузен» станцийӗ те кӗрет.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхаттарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ South Shetland Islands - Wolfram|Alpha. çăлкуçран архивланă 8 Раштав уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 1 Пуш уйӑхӗн 2013.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шетландские Южные острова, архипелаг в Южном полярном океане // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Карттӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иванов Л. Антарктика: Остров Ливингстон и острова Гринвич, Роберт, Сноу и Смит. Топографическая карта в масштабе 1:120000. Троян: Фонд Манфреда Вернера, 2009. ISBN 978-954-92032-4-0 (болг.)
- Ivanov L. L. Antarctica: Livingston Island and Greenwich, Robert, Snow and Smith Islands. Scale 1:120000 topographic map. Troyan: Manfred Wörner Foundation, 2009. ISBN 978-954-92032-6-4 (акăлч.)
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Южные Шетландские острова статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |