Контент патне куҫ

Пăши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пăши[1][2] (лат. Alces) — пăлан йышшисем ямахатри чи шултра чĕрчунсен речĕ (кăкĕ)[2][3].

Мĕнпурĕ икĕ тĕс:

Пăши

Пăши (лат. Alces alces) — йĕкĕр чĕрнеллĕ сĕтпе ӳсекен чĕрчун, пăлансен йышне кĕрет. Пăши кавлекеннисенчен чи пысăкки шутланать. Унăн пуçĕ пысăк та йывăр, мăйĕ сарлака та тачка, ури вăрăм. Çӳлти тути пысăк, аялалла усăнса тăрать. Куçĕ лайăх курмасть, анчах хăлхи лайăх илтет, сăмси тĕрлĕ шăрша таçтанах туять. Пăши кĕлеткин тăршшĕ икĕ метр çурăран та иртет, йывăрăшĕ 500 килограма çитет. Хăш-пĕр пăши вăкăрĕсем йывăртарах та пулаççĕ. Мăйраки вăкăрĕсен кăна пулать, 20 килограма çитет. Пăшисем 60 тĕслĕ ӳсентăран çиеççĕ, кăмпа та кăмăллаççĕ. Хĕллехи вăхăтра хыр лăссисене, тĕрлĕ йывăç тураттине, вуллине чăмлаççĕ. Пăшин тăшманĕсем сахал мар. Уйрăмах упасемпе кашкăрсем тапăнаççĕ. Чăвашра пăши йышĕ 2 пине яхăн шутланать

Çутçанталăкра пурăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пăшин ареалĕ

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Разнообразие млекопитающих / О. Л. Россолимо, И. Я. Павлинов, С. В. Крускоп, А. А. Лисовский, Н. Н. Спасская, А. В. Борисенко, А. А. Панютина. — М. : Издательство КМК, 2004. — Ч. III. — С. 851. — 408 с. — (Разнообразие животных). — ISBN 5-87317-098-3.
  2. ^ 1 тата 2 Соколов В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Латинский, русский, английский, немецкий, французский. 5391 назв. Млекопитающие. — М.: Русский язык, 1984. — С. 125. — 10 000 экз. — ISBN 5-200-00232-X.
  3. ^ Полная иллюстрированная энциклопедия. «Млекопитающие» Кн. 2 = The New Encyclopedia of Mammals / под ред. Д. Макдональда. — М.: Омега, 2007. — С. 81. — 3000 экз. — ISBN 978-5-465-01346-8.