Ӳсентăран
Ӳсентăрансем (лат. Plantae е лат. Vegetabilia) – нумай клеткăллă организмсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. Ку ушкăна йывăçсем, тĕмсем, курăксем, упа саррисем, мăксем, пур шыв курăкĕсем е вӗсен хӑшпӗр тӗсӗсем кĕреççĕ. Тĕнчере мĕн чухлĕ ӳсентăран пулнине халлĕхе татса пама çук. Тĕпчевçĕсем 250 çул ытла ĕнтĕ чĕрĕ тĕнчене вĕçне-хĕрне çитиех тĕпчеме тапаланаççĕ, анчах та пĕчĕк тата питĕ пĕчĕк организмсене пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтерме ниепле те пултараймаççĕ. 2004 çул тĕлне тĕпчевçĕсем ӳсентăрансен 287 665 тĕсне тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче 258 650 чечек, 16 000 мăк, 11 000 папоротник тата 8000 симĕс шыв курăкĕ. Ӳсентăрансене ботаника тĕпчет.
Паллисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳсентăран тесе мĕнле организмсене каласси татăклă мар. Малтанласа кăна çăмăл пек туйăнать ку ĕç. Ку ыйту çине чи малтан авалхи грек философĕ Аристотель татса пама пăхнă. Вăл ӳсентăрансене чĕррипе чĕрĕ маррисем хушшине вырнаçтарнă, вĕсене вăл чĕрĕ, анчах куçса çӳреймен организмсем тесе йышăннă. Кайрантарах, бактерисемпе архейсене уçнă хыççăн, Аристотель ăнлантарни кивелсе кайнă. ХХ ĕмĕрĕн малтанхи çур пайĕнче кăмпасемпе хăш-пĕр шыв курăкĕсене уйрăм пая кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ытти ӳсентăрансен пек тымар тата апат кĕпçин тытăмĕ çукки палăрнă. Хальхи вăхăтра клетки целлюлозӑран тӑракан, фотосинтезпа усă курса тутлăх илекен организмсене ӳсентăрансем теме йышăннă. Бактерисене, хăш-пĕр шыв курăкĕсене тата кăмпасене ӳсентăрансем шутне кĕртесшĕн мар, ботаникăн урăх ушкăнĕсене куçарасшăн.
Тĕрлĕлĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳсентăрансен тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳсентăрансен пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӗрчевĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пулса кайни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕнчери вырăнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳсентăрансен ушкăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳсентăрансене йышсем çине пайлаççĕ. Пирĕн тăрăхра 98 йышри ӳсентăран ĕрчет.
Классификаци системисем аталанни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Геккель (1894) Виçĕ патшалăх |
Уиттекер (1969) Пилĕк патшалăх |
Вёзе (1977) Ултă патшалăх |
Вёзе (1990) Виĕ тытăм |
Кавалье-Смит (1998) Ик тытăм тата çичĕ патшалăх | ||
---|---|---|---|---|---|---|
Чĕрчунсем | Чĕрчунсем | Чĕрчунсем | Эукариотсем | Эукариотсем | Чĕрчунсем | |
Ӳсентăрансем | Кăмпасем | Кăмпасем | Кăмпасем | |||
Ӳсентăрансем | Ӳсентăрансем | Ӳсентăрансем | ||||
Ансаттисем | Ансаттисем | Хромистсем | ||||
Протистсем | Протистсем | |||||
Monera | Архейсем | - | Архейсем | Прокариотсем | Архейсем | |
Эубактерисем | Эубактерисем | Эубактерисем |
Ӳсентăран тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пайсем | Чăвашла |
Тĕс хисепĕ | |
---|---|---|---|
Симĕс шыв курăкĕсем | Chlorophyta | Симĕс шыв курăкĕсем | 13 000 — 20 000 |
Charophyta | Хар шыв курăкĕсем | 4000—6000 | |
Мăк евĕрлисем | Marchantiophyta | Çăрçа мăкĕсем | 6000—8000 |
Anthocerotophyta | Антоцерот мăкĕсем | 100—200 | |
Bryophyta | Мăк евĕрлисем | 10 000 | |
Шăркаллă ÿсентăрансем | Lycopodiophyta | Ие курăк евĕрлисем | 1200 |
Pteridophyta | Упа курăк евĕрлисем | 11 000 | |
Equisetophyta | Чăрăш курăк евĕрлисем | 15 | |
Вăрăллă ӳсентăрансем | Cycadophyta | Саго евĕрлисем | 160 |
Ginkgophyta | Гинкго евĕрлисем | 1 | |
Pinophyta | Хыр-чăрăш евĕрлисем | 630 | |
Gnetophyta | Янкар евĕрлисем | 70 | |
Magnoliophyta | Чечеклĕ ÿсентăрансем | 281 821 |
Вуласа пĕлмелли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Album
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
The fruits of Palmyra Palm tree, Borassus flabellifer (locally called Thaati Munjelu) sold in a market at Guntur, India.
-
Turmeric rhizome
-
Sweet potato, Ipomoea batatas, Maui Nui Botanical Garden
-
Pandanus amaryllifolius
-
California Papaya
-
Carica papaya, cultivar 'Sunset'
-
Cymbopogon citratus, lemon grass, oil grass
-
Pachyrhizus erosus bulb-root. Situgede, Bogor, West Java, Indonesia.
-
Fuji (apple)
-
Sprouting shoots of Sauropus androgynus
-
Cocos nucifera
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ӳсентăран — БСЭ