Смулен Турă Амăш турăшĕ
Смулен Турă Амăш турăшĕ | |
Смоленская икона Божией Матери | |
Смулен турăшĕ (Дионисий, 1482) | |
уçăлнă вăхăт: | XI ĕмĕр |
---|---|
Управ вырăнĕ: | 1943-па паллă мар |
Уяв кунĕсем | çурла, 10 (утă, 28) |
Смуле́н Турă Амăш турăшĕ (Смулен Одиги́трийĕ) — Православире Турă Амăшĕн хисеплĕ турăш (Одигитрия).
Çурлан 10-мĕшĕнче (утăн 28-мĕшĕнче) уявлаççĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăçан тата кам турăша Раççее Грецирен илсе килнĕ — çакăн пирки уçăмлă та тĕп-тĕрĕс хыпар çук.
Евгений Поселянин кăтартнипе, пĕр чăнлавра турăш Раççее XI ĕмĕрĕн варринче (1046 çулта лекнĕ[1]), висанти императорĕ Кустантин IX Мономах хăйĕн хĕрне варăм çула ăсатнă чухне — Анна патша хĕрне, кайран Всеволод Ярославич кнеçĕн арăмĕ пулса тăнă — Турăна кĕл тунă. Турăш вырăс кнеçĕсен йăх сăваплă символĕ шутланать, Висантипе Руç династи тата тĕн енĕпе çывăххине палăртать.
Всеволод Ярославичăн ывăлĕ Улатимĕр Мономах 1095 çулта турăша Черниговран (хăйĕн пĕрремĕш уделĕ) Смулена илсе килнĕ, кунта вăл 1101 çулта Сăваплă Турă Амăшне Асăну храмĕн никĕсне хунă, çавăнта турăша лартнă, вара ăна Смулен турăшĕ теме тытăннă.
Чиркӳ чăнлавĕнче турăш хулана 1239 çулта Батый çарĕнчен хӳтĕленĕ.
Иконографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Журнал Московской Патриархии. — 1945. — № 1. — С. 38—40.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Поселянин Е. Богоматерь. Описание Её земной жизни и чудотворных икон. — М.: АНО «Православный журнал «Отдых христианина», 2002.
- Новодевичий монастырь. Путеводитель. — М.: Новодевичий монастырь, 2009.
Авалхи вырăс турăшĕсем |
||
---|---|---|
Грек (корсунь) | ||
Новгород | ||
Улатимĕр- суздаль | ||
1Пулса тухни тавлашуллă турăшсем |