Контент патне куҫ

Спиридонова Мария Александровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мария Александровна Спиридонова
Çуралнă вăхăт 16 (28) юпан 1884[1]
Çуралнă вырăн Тамбов, Тамбов кĕперни
Вилнĕ вăхăт 1941 çулхи авăн, 11-мĕшĕ(1941-09-11)
Вилнĕ вырăн Упа вăрманĕ, Орёл облаçĕ
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Упăшки Майоров, Илья Андреевич[d]
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Спиридонова пăхăр.

Мари́я Алекса́ндровна Спиридо́нова (юпа, 16 1884, Тамбовавăн, 11 1941, Упа вăрманĕ, Орёл çумĕнче) — раççей революционерĕ, сулахай эсерсен партин ертӳçисенчен пĕри.

Тамбовра коллеги секретарĕн çемьинче çуралса ӳснĕ. 1902 çулта Тамбоври хĕрарăм гимназинчен вĕренсе тухать. Кĕперне дворян пухăвĕнче кантор ĕçĕсене туса пынă. Эсерсен вырăнти йĕркелĕвне хутшăнать, партин çапăçу дружинине кĕрет. 1905 çулхи пуш уйăхĕнче демонстрацие хутшăннăсăн аресленĕ, кĕçех ирĕке кăларнă.

1906 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче вăл Борисоглебск вокзалĕнче VI класри граждан чиновникне — тамбов кĕпернетĕрĕн канашçине Г. Н. Луженовскине пиллĕк пульăпа персе вилмеллех амантать. Спиридонова хăйех çак акцине тума килĕшет, малтан вăл Луженовскине станцисенче, пуйăссенче темиçе кун хушши йĕрлесе çӳрет. Луженовскине пенĕ хыççăн вăл перĕнсе вилĕме тупасшăн пулнă, анчах та ĕлкĕреймен — пĕр касак чупса пырса прикладпа çапса анраттарса ярать. Спиридоновăна тискеррĕн хĕнĕççĕ, çакна ăна тĕрмере пăхнă тухтăр нумай суран тупса палăртнă. 1906 çулхи пушăн 12-мĕшĕнче Мускав вăрçă тăрăхĕн сучĕн килнĕ комиссин тивлечĕпе Спиридоновăна вĕренпе çакса вилĕме яма йышăннă. Вунулттă кун тăршшĕ вăл вилĕме кĕтсе ларать, çак самантсем этеме ĕмĕрлĕхех улăштараççĕ, тесе асăнать каярах Спиридонова. Мария вилĕме тивĕçлĕ кĕтсе илеймессинче шикленнĕ, вара вăл çакăр çемçинчен этем кĕлеткине йăваласа, çӳç çине çакса темиçе сехет сулласа ларнă.[2] Пушăн 28-мĕшĕнче ăна вилĕме вĕçĕмсĕр каторгă çине куçарни пирки пĕлтереççĕ, айапа вăл Нерчь каторгинче тӳсет.

Февраль революцийĕ хыççăн ăна юстици министрĕ А. Ф. Керенский хушнипе ирĕке кăлараççĕ, 1917 çулхи пушăн 8-мĕшĕнче вăл Читана килет[3], унтан вара çу уйăхĕнче Мускава çитет те сулахай эсерсен хушшинче паллă роле алла илет. Партин сулахай çуначĕн оргбюроне кĕрсе, Петроград организацисенче вăй хурса тăрăшать, çар чаçĕсенче, ĕçтĕшсем хушшинче вăрçăна чарма, çĕре — çĕр ĕстĕшĕсене пама, влаçа Канашсене пама ӳкĕтлет. Çаплах вăл «Земля и воля» хаçатне çырать, «Наш путь» журналăн редакторĕ пулать, «Знамя труда» хаçатăн редколлегинче тăрать; программăсене сĕнсе калаçать. Спиридоновăна Ятарлă тата II Пĕтĕм Раççейри çĕр ĕçтешĕсен съезчĕсенче председателе суйланă, ТĔК тата ВЦИК çĕр ĕçтешĕсен секцисенче ĕçленĕ.

Большевиксемпе пĕрле ĕçмеллине Спиридонова чĕрипе туять. «Пире вĕсен тӳркес мелĕсем килĕшмеççĕ пулсан та, — каланă вăл 1917 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче ПЛСР(и) I съездĕнче, — çапах та эпир вĕсемпе тачă ĕçлетпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем хыççăн халăх пырать». Унăн шухăшĕпе большевиксен сĕмĕ вăхăтлă пулать, мĕншĕн тесен вĕсене «курайманлăх ертсе пырать», çапла ĕнтĕ революцин иккĕмĕш тапхăрĕнче большевиксен ăнăçу пулмасть. Çак тапхăр, унăн ĕмĕчĕпе, «социаллă революципе» тапранать, вăл кĕçех хыпса тухать, анчах та ăнăçу шанăçĕ тĕнчипе сарăлсан кăна килет. Октябрь революцийĕ «политика» енлĕ çеç, тĕнчери революцин пуçламăшĕ шутланать. Канашсене Спиридонова «халăх кăмăлĕн чи тулли кăтартăвĕ» тесе хакланă.

1917 ç. Чӳкĕн 18-мĕшĕнче канашăлва пухăннă сулахай эсерсем хăйсене ПЛСР Пĕрремĕш съезчĕ тесе шутлама сĕннĕ. Спиридонова сулахай эсерсем ПСР нумай пуласса шаннă. Çав вăхăтрах Ятарлă тата II Пĕтĕм Раççейри çĕр ĕçтешĕсен депутачĕсен съездĕсенче Спиридонова сулахай эсерсем майлă çĕр ĕçтешĕсен чылайрăхăшне çавăрма кирлĕ ĕçе тăвать. «Пирĕн çамрăк партин, — каланă вăл ПЛСР I cъездĕнче, — çĕр ĕçтешĕсен кăмăлне çавăрмалла». Спиридонова ятне сулахай эсерсен ТК ăнсăртран мар усă курма шутланă. Асапланнă хĕрарăмăн ореолне пула халăх ăна кăмăлланă, çаплах вăл çĕр ĕçтешĕсен нушине пĕлекен чаплă оратор, публицист тата политика ĕçченĕ пулнă. Джон Рид ăна çак самантра «Раççейре чи халăх кăмăллакан тата хисеплекен хĕрарăм» тесе асăнать.

1918 çулхи кăрлачра Спиридонова III Пĕтĕм Раççейри Канашсен съездĕнче Çĕре социализацилес саккуна йышăнма сĕнет.

  • Кравченко Т. Возлюбленная террора. Серия: Женщина-миф. — М.: Олимп; Смоленск: Русич, — 1998. — 474 с. — 11 000 экз.
  • Мещеряков Ю. В. Мария Спиридонова. Страницы биографии. — Тамбов: Центр-пресс, 2001. — 178 с.
  • Безбережьев С. В. Мария Александровна Спиридонова // Вопросы истории. — 1990. — № 9. — С. 65—81.
  • «Она могла умереть…»: (М. А. Спиридонова в тюремной психиатрической больнице) / Публ. подгот. Крылов В. В., Павлова Т. Ф. // Кентавр. — 1994. — № 1. — С.49—60.
  • Лавров В. М. Мария Спиридонова: террористка и жертва террора: Повествование в документах / В. М. Лавров — М.: Прогресс-Академия, 1995. — 288 с.
  • Рид Дж. 10 дней, которые потрясли мир. М. 1957, с. 247
  • Владимирова В. Левые эсеры в 1917—1918 гг.- Пролетарская революция, 1927, № 1, с.112.
  • Протоколы I съезда ПЛСР", М., 1918,с.34-35.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Историческая энциклопедия Сибири (рус.) / под ред. В. А. Ламин — Новосибирск: 2009. — ISBN 5-8402-0230-4
  2. ^ Адвокатом у Спиридоновой был Присяжный поверенный Н. В. Тесленко.
  3. ^ Известия Петроградского Совета Рабочих и Солдатских Депутатов 9 марта 1917 года