Тамбов
Тамбо́в — Тамбов облаçĕн тĕпĕ.
Хула Цна (Атăл бассейнĕ) çинче вырнаçнă, Мускавран 480 çм. Лаптăкĕ — 90 çм².
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чи малтанах хулана «Тонбов» тенĕ, çакă Липовица шывĕн тепĕр çыранĕнчи мордва Тонбов ялĕпе Тонбов юханшыв ятĕнчен пулса тухнă. Хулине урăх çĕртре хунă пулин те, вăл çапах хăйĕн вырăнĕпе тăванлă палăртăвне упраса хăварать. Тонбо мăкшăлла шыв авăрне, лакăма пĕлтерет.[1]
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Облаçре 315,5 пин çын (2006) пурăнать, йышлăхĕ — 3160 çын/çм².
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1636 çулхи ака, 17 патша çĕрпĕвĕ — шац çарпуçĕ Роман Боборыкин хальхи Тамбов ларакан çĕртре Мускав патшалăхĕн Тискер Хиртен хӳтĕленме тĕрĕк вырăнне никĕслет. Темĕн чухлĕ кармансемпе фортификаци çурт-йĕрĕсем Мускав çĕрĕсене кăнтăртан тапăнакан крым, нухай тутарĕсенчен хӳтлĕх параççĕ. XVIII ĕмĕрте Тамбов — кĕперне тĕпĕ. Тамбов кĕперни ун чух питĕ аяккалла саралса выртнă, хальхи Тамбов облаçĕнчен калăпрах пулнă: кĕпернене паянкунхи Мордовин, Липец, Воронеж тата Рязань облаçĕсен чылай пайĕсем кĕнĕ.
Транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула витĕр Мичуринск — Сарă ту тата Тамбов — Волгоград чукун çулĕсем; Мускав — Волгоград, Липец — Пенза тата Тамбов — Воронеж автомагистралĕсем иртеççĕ. Сывлăш çыхăнăвне тамбовсем Донское аэропорчĕ урлă тытаççĕ. Хула транспорчĕ шутĕнче троллейбуссемпе автобуссем, маршрут такси ĕçлет.
Климачĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çулти вăтам температура — +5,1 C°
- Çулти вăтам çил хăвăртлăхĕ — 3,4 м/ç
- Çулти вăтам сывлăх нӳрĕклĕхĕ — 75 %
Этеплĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Драма театăрĕ
- Облаç филармонийĕ
- Тăван ен тĕпчев музейĕ
- Ӳнерлĕх галерейи
Хулари паллă вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Спасо-Преображенский кафедральный собор Тамбова
- Тамбов Хусан храмĕ
- Здание ТГМПИ (ранее известное как «Музучилище»)
- Зоя Космодемьянская палăкĕ
- А. С. Пушкин ячĕллĕ облаç вулавăшĕ
- ТВ мачта 360 м, 1991 ç.
Промăçлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ОАО «Пигмент» (промăçлă ушкăнь Крат)
- Тамбов ваку юсав завочĕ
- Завод «Октябрь»
- Завод «Ревтруд»
- Завод «Полимермаш»
- Завод подшипников скольжения
- Завод «Электроприбор»
- Завод «Комсомолец»
- Технологи хатĕрĕсен завочĕ
- Завод «АРТИ»
Çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тамбов патшалăх техника университечĕ, малтан — ТИХМ
- Тамбов Г. Р. Державин ячĕллĕ патшалăх университечĕ
- Тамбов патшалăх музыка-педагогика институчĕ
- Тамбов çар авиаци инженерĕсен институчĕ
- Тамбов облаçĕн 14-мĕш №-лĕ физика-математика лицейĕ
- Тамбов 29-мĕш №-лĕ лингва-математика лицейĕ
- Тамбов 7-мĕш №-лĕ гимназийĕ
Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Колмогоров Андрей Николаевич
- Кулешов Лев Владимирович
- Гришин-Алмазов Алексей Николаевич
- Спиридонова Мария Александровна,Артемов
- Рахманинов Сергей Васильевич
- Державин Гаврила Романович
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тамбов Викиампарта? |
- Тамбов хулин официаллă сайчĕ 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тамбов облаçĕн официаллă сайчĕ 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.