Стамбул
Стамбул (тур. Istanbul) — Турцин пысăк, паллă тинĕс порчĕ, промылă, сутă-илӳллĕ хули тата тĕнчери паллă культура тĕпĕ. Унченн Константинополь тесе ятланă. Хăш-пĕр авалхи вырăс источниксенче хулана "Царьград" тесе чĕнеççĕ[1].
Istanbul Стамбул | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Турци |
---|---|
Регион: | Стамбул |
Никĕсленĕ: | 667 çул |
Хула, çултан: | 667 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 10 291 (2007) |
Хула лаптăкĕ: | 5343 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 41° 00´ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 29° 00´ х.т.д. |
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Босфор пролив хĕррисенче вырнаçнă. Стамбул сăртлă вырăнта, Турцин çурçĕр-анăçĕнче, Босфор пролив икĕ хĕрринче, кăнтăртан Мрамор тинĕсĕ хĕрринче ларать. Хулан чылайăшĕ Европăра шутланать, пĕчĕк пайĕ — Азире. Европа пайĕ, хăйне май тата иккĕне Ылтăн Мăйрака бухти патĕнче уйрăлать. Хула лаптăкĕ — 1 538, 77 çм². Стамбул географи шутĕнчен питĕ ăнăçлă ларать — хула тĕнче пайĕсене çыхăнтаракан çулсем çинче вырнаçнă: Европăран Азине тата Хура тинĕсрен Мрамор тинĕсне те малалла Вăтаçĕр тинĕсне.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1930-мĕш çулчен Константино́поль (греч. Κωνσταντινούπολις, тур. Konstantiniyye) ятлă, 450 çулчен Çĕнĕ Рим е Иккĕмĕш Рим (греч. Νέα Ρώμη, лат. Nova Roma), 330 çулчен Висанти (греч. Βυζάντιον) ятлă пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче вырăс çырăвĕсенче Царьград (Патша-хули) тесе палăртнă, паянхи вырăс чĕлхинче вăл архаизм пулать, çавах та болгар чĕлхинче çак сăмахпа (Цариград) халĕ те Истанбул (Стамбул) хулан синонимĕ туса усă кураççĕ. Турци республикине 1923 çулта йĕркеленĕ хыççăн шĕкĕр хулине Константинопольтен (Стамбул) Анкарана куçарнă. 1930 çулхи пуш, 28 турккăсем хулана Стамбул ят панă. Хула ĕлĕк Рим, кайран Висанти импери тĕп хули пулнă. Пĕррехинче вырăс кнеçĕ Олег çĕнтерсе хăй аллине илнĕ. 1453 çулхи çу, 29 хулана Мехмед II султан ертсе пынипе Осман импери çарĕсем туртса илнĕ.
Халăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2006 çулта хулара 10 млн. çын пурăннă.
Демографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышлăхĕ ӳсни:
|
|
|
|
Климачĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Стамбул вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă. Băтаçĕрти, çемçе те нӳрĕклĕ, ир çуркуннерен пуçласах кай кĕруннечченех ăшă, тӳпе пĕлĕтлĕ (вăтам температура кăрлăчра — +3 — +9 °C, утăра — +20 — +29 °C, шыв температури — +23 °C. Çулта 870 мм чухлĕ нӳрĕк укет. Хĕлсем çăмăрлă, хăш чухне юр çукалать.
Уйăхри вăтам температурăна кăтартни:
Уйăх | Maximum Temperature | Lowest temperature | Çăмăрлă кунсем | Хĕвеллĕ кунсем | ||
---|---|---|---|---|---|---|
Вăтам | Абсолютлă | Вăтам | Абсолютлă | |||
Кăрлач | 9 | 19 | 3 | 13 | 18 | 2.6 |
Нарăс | 9 | 24 | 2 | 16 | 15 | 3.3 |
Пуш | 11 | 27 | 3 | 11 | 14 | 4.4 |
Ака | 16 | 33 | 7 | 2 | 9 | 6.6 |
Çу | 21 | 34 | 12 | 2 | 8 | 8.9 |
Çĕртме | 26 | 37 | 16 | 6 | 5 | 10.8 |
Утă | 29 | 39 | 18 | 11 | 4 | 11.7 |
Çурла | 29 | 41 | 20 | 10 | 3 | 11.3 |
Авăн | 25 | 38 | 15 | 6 | 6 | 8.5 |
Чӳк | 21 | 33 | 12 | 3 | 10 | 6.2 |
Юпа | 15 | 27 | 9 | 7 | 13 | 4.6 |
Раштав | 11 | 22 | 5 | 12 | 17 | 2.3 |
Стамбулăн тĕлĕнтермĕшĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Висанти тапхăрĕ
Стамбулăн мечетĕсем
- Султанахмед мечетĕ («Кăвак мечет»)
- Сулеймание мечетĕ (Сулеймание-джами)
- Рустампаша мечетĕ
- Çĕнĕ мечет (Йени Джами мечетĕ)
- Беязит мечетĕ
- Фатих мечетĕ
- Лалели мечетĕ
- Бодрум мечетĕ
- Валиде-Султан мечетĕ(Аксарай)
- Султан Селим мечетĕ
- Нуросманийе мечетĕ
- Ортакёй мечетĕ
Керменсем
- Султансен Топкапы керменĕ
- Долмабахче керменĕ
- Йылдыз керменĕ
- Влахерн керменĕн ишĕлчĕкĕсем
Тӳремсем
- Ахмедие тӳремĕ (кивĕ ячĕ «Ипподром тӳремĕ»)
- Таксим тӳремĕ
- Чемберлиташ тӳремĕ
- Беязит тӳремĕ
- Çĕнĕ мечет тӳремĕ
Карманĕсем
- Румелихисар карманĕ
- Анадолухисар карманĕ
Турулсем
- Галат турулĕ
- Беязит турулĕ
- Хĕр турулĕ (Кыз Кулеси)
Парксем
- Ататюрк паркĕ
- Гюльхане паркĕ
- Йылдыз паркĕ
- Миниатюрк — миниатюрлă парк
Кĕперсем
- Галат кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
- Ватă Галат кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
- Ататюрк кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
- Халич кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
- Ататюрк кĕперĕ (Босфор кĕперĕ) (Босфор урлă)
- Мехмед Фатих султанăн кĕперĕ (Босфор урлă)
Историллĕ транспорчĕ
- Тюнель
- Историллĕ трамвай
Стамбул пасарĕсем
- Гранд пасарĕ (Хуплă пасар, Капалы Чарши)
- Кăпт пасарĕ