Транспорт
Çул-йĕр (транспорт), — çынна, тиеве, сигнала тата информацие пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе çитермелли мĕнпур хатĕрсемпе мелсене кăтартакан ăнлав.
Транспорт тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шывçи транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Шывçи транспорчĕ статьяна пăхăр.
Шывçи транспорчĕ чи авалхи çыхăнусем шутне кĕрет. Континентсене чукун çулпа çыхăнтариччен ку майпа ытларах усă курнă. Паллах, сăлтавĕ те пулнă — ку майпа тиевсемпе çынсене хăварт илсе çитерме май пулнă. Чи ансат çилкĕçлĕ кимĕн хăвăрлăхĕ те караванпа танлаштарсан талăк хушшинче тăваттă-пиллĕк хут ытларах пулнă. Тиевĕсем пысăк пулнă, турттарма çын сахалрах кирлĕ пулнă — çапла май ĕнтĕ ку çул-йĕрпе ытларах усă курнă.
Хальхи вăхăтра шывçи çул-йĕрĕсемпе тĕнчери тиевсен 60—67% турттараççĕ.
Автомобиль транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Автомобиль транспорчĕ статьяна пăхăр.
Автомобиль çул-йĕрĕ паянхи кун чи анлă усă куракан çул-йĕр. Автомобиль çул-йерĕ ыттисенчен çамрăкрах — чукун çула XIX ĕмĕр варринче усă курма пуçланă пулсан, автомобильсене вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче кăна. Автомобилĕн паха енĕсем — хăвăртлăх, çаврăнăçулăх.
Харпăр автомобиль
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Харпăр автомобиль статьяна пăхăр.
Хальхи вăхăтра автомобильсен ытларах пайĕ — харпăр хăйĕн. Ытларах ĕнтĕ кунта çăмăл машинасем кĕреççĕ. Ку автомобильпе çынсене тата тиеве 200 çухрăма илсе çитермешкĕн усă кураççĕ.
Пĕрлĕх транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Пĕрлĕх транспорчĕ статьяна пăхăр.
Ку машинăсем шутне автобуссем (вуннăран ытларах пассажира илсе кайма пултарсан ăна çак машинсем шутне кĕртеççĕ), троллейбуссем кĕреççĕ. Хуласем хушшинче пысăк автобуссене усă кураççĕ — вĕсенче лармалли вырăнсем нумай, туалетпа гардеробта тĕл пулать. Çавна май ку автобуссем хăтлăх енĕпе чукун çулсемпе те тупăшма пултараççĕ.
Чукун-çул транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Чукун çул транспорчĕ статьяна пăхăр.
Сывлăшри транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Сывлăшри транспорт статьяна пăхăр.
Туртăм транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Туртăм транспорчĕ статьяна пăхăр.
Пăрăх çул-йĕрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Пăрăх çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.