Контент патне куҫ

Уйăх каварĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Олдрин и Армстронг Çĕр çинче уйăх модулĕн макечĕпе юнашар ĕçлеме хăнăхаççĕ
Аполлона-11 анса ларнă вырăн (LRO, 2009)
Аполлон-14 анса ларнă вырăн (LRO, 2009)

«Уйăх каварĕ»«уйăхшăн ăмăртнă» чухне американ «Аполлон» космос программи (1969—1972) вăхăтĕнче çынсене Уйăх çине антарман — фотографисенче, киноклипсенче тата ытти документлă материалсенче АПШ правительстви суйса кăтартнă, СССР правительстви АПШ-на политка енчен хĕсес тĕллевпе тăрă шыва кăларакан фактсене халăха пĕлтермен, кавар теорийĕ[1].

Çак теорин авторĕ тесе Билл Кейсинг американ çыравçăна шутлаççĕ, вăл 1976 çулта «Эпир нихăçан та Уйăх çинче пулман» кĕнекене çырса кăларнă (акăл. We never went to the moon)[2]. Çапах та, 1970 тата 1976 çулсенче халăхран ыйтса тĕпченипе,[3], Уйăх çине чăнах аннă пирки иккĕленекенсен проценчĕ Кейсинг кĕнеки тухичченех питĕ пысăк шутланнă. Чи малтанах çак фальсификацие тăрă шыв çине кăларакан статьяна The New York Times хаçатра 1969 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче публикациленĕ. Унта шӳтлĕ Нихăçан та Вĕçеймен Этеме Асăнмалăх Пĕрлĕхĕн пайташĕсем Чикаго барĕнче тĕлпулнине çырса кăтартнă. Тĕлпулура НАСА ĕçтешĕ ĕçкеленĕ юлташĕсене астронавтсем Çĕр çинче хатĕрленнĕ чухне çапса илнĕ фото тата видео кăтартнă. Çав документсем çинчи кадрсем каярах Уйăх çинче ӳкернисемпе пĕрех пулни тӳрех курăннă[4]. И уже в 1970 çулта Дж. Крайни математикăн кĕнеке тухнă[5], çак вара спутник çине аннă факт чăн марринине пĕлтерет.

Билл Кейсинг хăйĕн кĕнекинче Уйăх каварĕ теорин тĕп аргуменчĕсене палăртнă:

  • Ун чухне НАСА технологи енĕпе Уйăх çине çына яма пултарайман.
  • Уйăх çинче çапса илнĕ фото çинче çăлтăрсем çук[6].
  • Астронавтсен фотоçурхахĕ Уйăх çинче кăнтăрлахи температурăра ирĕлсе каймалла пулнă.
  • Фотографисем çинче тĕрлĕрен оптика аномалисем пур[7].
  • Вакуумра ялав ялкăшни
  • Ларнă вырăнĕ тӳрем пулнă, аннă хыççăн кратерсем юлмалла пулнă.

1996 çултанпа Уйăх каварĕпе каллех, çав шутра Раççей Федерацинче, интересленме тытăннă. Ун чухнех Уйăх каварĕ пытаракан операци пулнă текен контртеори çуралнă.

Совет Союзĕн ролĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Союзĕ американсем Уйăх çине кайса килнине йышăннине ăнланасси «Уйăх каварĕ» теорин аспекчĕсенчен пĕрри шутланать. «Уйăх каварĕ» теорипе пурăнакансем шухăшланипе Совет Союзĕ НАСА фальсификацисене тăрă шыв çине кăларма фактсем тупайман, агентура разведки кăштах тупнисем каярах килнĕ. Çаплах СССР тата АПШ пулас аферăна пытарма калаçса татăлнă теççĕ. Çак сăлтавăн çакăн пек версисем пур: Совет Союзне «Уйăх каварне» явăçтармалла[8], хăйĕн Уйăха çаврăнса килес тата Уйăх çине анмалли программăсене юлашки утăмсенче чармалла[9]:

  1. СССР аферăна тӳрех тавçăрса илеймен.
  2. СССР ертӳçисем американсене политикăра хĕсме аргумент туяннă (афера пирки тĕнчене каласа кăтартассипе хăратнă)[10].
  3. Шарламаншăн СССР экономика хутшăнăвĕсенче çăмăллăхсене тивĕçнĕ (Америкнсем тулăна йӳнĕ хакпа сутнă татаГермание нефтьпе газ сутма ирĕк панă. Çав шутрах — советсен пуçлăхĕсене парнесем панă).
  4. Совет Союзĕн ертӳçисем çине АПШ пуçлăхĕсем компромат тупнă.
  5. Юрий Гагарин космослăхра пулман, советсемпе американсем пĕр-пĕринпе шарламăпăр тесе калаçса татăлнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уйăх каварĕ майлисен ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Американцы на Луне. Великий прорыв или космическая афера?». Автор: Попов, Александр Иванович, Издательство: Вече, Год выпуска: 2009 г., ISBN 978-5-9533-3315-3, Тираж: 5000 экз.
  • «Как NASA показало Америке Луну». Автор: Ральф Рене, Издательство: НЦ ЭНАС, Год выпуска: 2009 г., ISBN 978-5-93196-921-3, Тираж: 2500 экз.
  • Юрий Пернатьев. ч.2: Приключения американцев на Луне // «Великие загадки истории» / ред. С.Силяр. — Харьков: Книжный клуб, 2006. — 20 000 экз. — ISBN 966-343-411-2
  • «ПОПАСТЬ НА ЛУНУ АМЕРИКАНЦЫ НЕ МОГЛИ». Автор: С. Г. Покровский, к.т. н. Статья в журнале «Актуальные проблемы современной науки», номер 5, 2007 г. c.152-166, ISSN 1680—2721.

Уйăх каварĕ майлисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уйăх каварĕн альтернативлă версисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уйăх кавар теорин тиркевĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]