Украина ялавĕ
Украина патшалăх ялавĕ — Украина патшалăхĕн официаллă символĕ (палăртăвĕ). Вăл иккĕ пĕртанлă тăват кĕтеслĕ кăвак тата сарăх сарăллă ярăмсенчен пулать. Анлăлăхĕ вăрăммăшĕ çине 2:3 пек пайланать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Украина ялавĕ Киев Руçĕ тапхăрĕнчен пуçланать. Христос тĕнне кĕртекен Улатимĕр I кнеçĕн кăвак тата ылтăн тĕслĕ ялав пулнă; Галици-Волынь кнеçлĕхĕн — кăвак тĕс çинче ылтăн арăслан ӳкернĕ.
Украина Халăх Республики тапхăрĕнче патшалăх ялавне геральдика йĕркисемпе шутласа çирĕплетнĕ, çакăн пирки патшалăх гербĕн тĕп тĕсĕ (виççĕ сенĕклĕ е «Виçсенĕк», ылтăн тĕс) çӳлте е сылтăмра вырнаçтарнă, питлĕх тĕсне (кăвак е шупка сăрăллă) аялта е сылтăмра кăтартнă. Çапла ĕнтĕ, УХР патшалăх ялавĕ иккĕ пĕрпек ярăмран - ылтăн (çӳлте) тата кăвак тĕссем - тытăнса тăнă. Çакăнтан вара ялава «жовто-блакитний» (сарăх-шупка) теççĕ. Анăç Украина Халăх Республикин ялавĕ хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ пулнă.
Паянкунхи геральдика шупка тата ылтăн тĕссене уйрăм тĕс вырăнне хумасть, вĕсене кăвак тата сарăъ тĕссен çумĕсем тет.
Украинăна Германи оккупациленĕ чухне Украина Райхскомиссариачĕн территоринчи хуласемпе ялсенче сарăх-кăвак ялава хăпартнă. Полицайсем хулă çине те çакăн пек ярăм татăкĕсене çыхса çӳренĕ. Нимĕç оккупаци влаçĕсем нихçан та официаллă Украина наци символĕсемпе усă курма ирĕк паман пулин те, çакăн пек япаласем çине ытлах хирĕçлемен.
ОУН ялавĕ çинче (А. Мельник фракцийĕ) ярăмĕсене урăхларах вырнаçтарнă: çӳлте - кăвак, аялта - сарăх тĕссем. Çак ялавах Т. Бульба-Боровец юлташĕсем те çĕкленĕ. С. Бандера фракци хĕрлĕ-хура ялавпа çӳренĕ.
Хальхи тапхăрти украинсен ялавне УХР ялавĕн тĕсĕсене ылмаштарса хатĕрленĕ, вăл геральдика йăлине пăхăнмасăр, аллегори евĕрлĕ кăвак тӳпе айĕнчи тулă уйĕ тĕсĕсене пĕлтерет. Çапла пулин те, Украина патшалăх ялавне туса кăларнă чух çӳлти ярăмне шупка тĕслĕ сăрлаççĕ.
Пĕрпекрех ялавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Анат Австри çĕрĕсен ялавĕ
-
Хемниц хулин ялавĕ
-
Биберах-Риса-çинчи хулан ялавĕ
-
Брауншвейг херцăклăхĕн ялавĕ
-
Грыфув-Слёнский хулан ялавĕ
-
Эррера провинци ялавĕ
-
Дхолпур кнеçлĕх ялавĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Украина ялавĕ Викиампарта? |
- Шаблон:FOTW
- Флаги и знамёна Украины 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Державный прапор та герб України 2019 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. (укр.)
Европа патшалăхĕсем: Ялавсем |
|
---|---|
<Патшалăха паман> • Азербайджан¹ • Албани • Андорра • <Патшалăха паман> • Бельги • Пăлхари • <Патшалăха паман> • Ватикан • <Патшалăха паман> • Венгри • Германи • Греция • Грузи¹ • Дани • Ирланди • Исланди • Испани • Итали • Казахстан² • Латви • Литва • Лихтенштейн • Люксембург • <Патшалăха паман> • Мальта • Молдави • Монако • Нидерландсем • Норвеги • Польша • Португали • <Патшалăха паман>² • Румыни • Сан-Марино • Серби • Словаки • Словени • Турци² • Украина • Финлянди • Франци • Хорвати • Черногори • Чехи • Швейцари • Швеци • Эстони | |
Азор утравĕсем • Аланд утравĕсем • Гернси • Гибралтар • Джерси • Мэн утравĕ • Фарер утравĕсем • Шпицберген • Ян-Майен | |