Халăх
Курӑнакан калӑплав
Халăх — ытти çын ушкăнĕсенчен е чĕлхепе, е тĕнпе, е ăс-хакăлпа, е историпе, лаптăкпа уйрăлса тăракан пĕрлешӳ, пĕрлĕх.
Чылай халăх ыттисенчен чĕлхепе уйрăлса тăрать, анчах та хăш-пĕрисем пĕр чĕлхепе калаçаççĕ пулин те уйрăм халăх шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, шотландсем, ирландсем тата валлисем акăлчанла калаçаççĕ пулин те хăйсене акăлчан халăхĕ шутне кĕртмеççĕ.
Халăхсене тĕпчекен ăслăлăх — этнографи.