Çăхан

Википедири материал

Çăхан
Çăхан ареалĕ

Çăхан (лат. Corvus corax) - куракран самаях пысăк кайăк, йывăрăшпе 1,5 килограма çитет. Вăрманлă вырăнта çӳллĕ йывăçсем çине вырнаçаççĕ, çынсем пурăнакан вырăнсене те кăмăллаççĕ. Йăвари çăмартисем (4-6) симĕс кăвак тĕслĕ. Пуш уйăхĕнче тума пуçлать, вĕçĕнче чĕпписем тухма пуçлаççĕ. Çу уйăхĕнче çитĕнсе çитсе йăваран тухса каяççĕ. Ытларах вилнĕ чĕрчунсемпе тăранса пурнаççĕ. Этемсем ӳстерекен кайăк-кĕшĕк чĕпписем çине тапăнма пултараççĕ. Вилнĕ пулăсене те тиркемест. Хĕл каçма ниçта та вĕçсе каймасть. Чăвашра тăтăшах тĕл пулакан кайăк.

[тӳрлет] Вуламалли