Çурçĕр Донец (юханшыв)
Çурçĕр Донец, — Донăн сылтăм юппи. Раççейĕн Белгородпа Ростов облаçĕсем, Украинăн Харьков, Донецк, Луганск облаçĕсем тăрăх юхать.
Юханшыв çинчен[тӳрлет]
Çурçĕр Донец Донăн чи пысăк юппи шутланать. Таршшĕ 1053 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 98,9 пин км2.
Çурçĕр Донец Вăтам Вырăс сăртлăхĕнче пуçланать. Çăлкуçĕ Подольхи ял патĕнче вырнаçнă. Çурçĕр Донец бассейнĕнче пурĕ 3 пине яхăн юханшыв юхса кĕрет, вĕсенчен 425-ĕшĕн тăршшĕ 10 çухрăмран, 11-ĕшĕн 100 çыхрăмран яхăн. Вăл юханшывсенчен пинĕшĕ Çурçĕр Донеца юхса кĕреççĕ.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать.
Сарлакăшĕ вăтамран 30-70 метр, хăш-пĕр вырăнсенче 200 метра çитет. Пĕвелесе лартнă вырăнсенче вара сарлакăшĕ 4 çухрăма таран çитет.
Хĕлле юханшыв 20-50 см хулăпăш пăрпа пăрланать. Раштав уйăхĕн варринче пăрланать те пуш уйăхĕн вĕçĕнче пăр каять.
Ял-хуласем[тӳрлет]
Çурçĕр Донец хĕрринче çак хуласем вырнаçнă: