Ăсан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ăсан
Аçа
Аçă
Ăслăлăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: Хордовые
Класс: Вĕçен кайăксем
Отряд: Чăх евĕррисем
Çемье: Фазансем
Ăрат: Ăсансем
Тĕс: Ăсан
Латин ячĕ
Lyrurus tetrix Linnaeus, 1758
Синоним
Tetrao tetrix
Ареал
ӳкерчĕк
Wikispecies-logo.svg
Викитĕссенчи
систематика
Commons-logo.svg
Ӳкерчĕксем
ITIS 553891
NCBI 109040
Ăсан чăххи
Ăсан ареалĕ
Lyrurus tetrix tetrix

Ăсан - килти чăхран кăшт пĕчĕкрех кайăк.

Чăх йышне кĕрет.

Çăмартисем (7-9) сарăрах хăмăр, унта-кунта хăмăр пăнчăсем курăнкалаççĕ. Ăсан чăххи вĕсене 25 кун таран пусса ларать, кунне 23-25 хут çавăрать. Чĕпписене тухса типсенех çĕр çинче вырнаçнă йăваран илсе тухса каять. Хĕлле юр ăшăнче пытанса пурăнать, юр ăшăнчи пӳлĕмĕ хăйĕнчен пысăкрах, уйрăмах çӳллĕшĕ. Юр ăшĕнчен кунне икĕ хутчен апат çиме тухать - ирхине ирех тата хĕвел анма пуçласан.

Ăсансен туйĕ пуш уйăхĕн вĕçĕнче - ака уйăхĕн пуçламăшĕнче пулса иртет. Ăсан автанĕ туй вăхăтĕнче хаярланать, сасси таçта çитичченех илтĕнет. Туй 10-12 куна тăсăлать. Кайран автансем тĕк тăкаççĕ. Чăтăлăхсенче пытанса пурăнаççĕ. Ниçта та вĕçсе каймаççĕ.

Пирĕн тăрăхра вĕсен йышĕ пысăках мар: 2-3 пинрен иртмест. Ку ăсан сунар кайăкĕ пулнă пирки тата унăн тăшманĕсем нумаййинчен килет. Ăсан çине тилĕсем, сăсарсемпе пăсарасем тапăнаççĕ.

Çын ăсана йăпăр-япăр кураймасть, мĕншĕн тесен ăсансен итлев тата курав органĕсем питĕ вăйлă аталаннă, çын çывхарнине таçтанах пĕлеççĕ - тĕплĕн пытанма тăрăшаççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]