Альберт (кӳлĕ)
|lat_dir=N|lat_deg=1|lat_min=00|lat_sec=
|lon_dir=E|lon_deg=30|lon_min=05|lon_sec=
Альбе́рт (Albert)- хĕвелтухăç Африкăри Угандăпа Конго Демократиллĕ Республикин чиккинчи кӳлĕ. Угандăра Ньянца (Nyanza) тесе калаççĕ, Конгора (Заирта) 1973-97 мĕш çулсенче Мобуту президент ячĕпе Мобу́ту-Се́се-Се́ко (Mobutu Sese Seko) тесе каланă. Тăршшĕ 160 çх, сарлакăшĕ 30çх. Кӳлĕ лаптăкĕ 5,6 пин çх2, тарăнăшĕ 58 м таран. Тинĕс шайĕнчен 617 м Тĕп Африка грабенĕн тектоника айлăмĕнче вырнаçнă. Çыранĕсем чăнкă, тĕпĕ лаптак. Кӳлле Семлики (Эдуард кӳллинчен юхса тухать) тата Виктори-Нил (Виктори кӳллинчен юхса тухать) кĕреççĕ, Альберт-Нил юхса тухать. Çумăрпа çулталăка 4,6 пин куб.м, юханшывсемпе 24,9 куб.м. кĕрет, пăсланса 7,5 пин куб.м,шыв тăкакĕ 22 пин куб.м. Шыв çийĕнчи температура - 30 °C. Карапсем çӳреççĕ.Тĕп порчĕсем: Бутиаба (Уганда), Касеньи (Конго). 1864-мĕш çулта С. У. Бейкер Англи çулçуревçи уçнă та Виктори королеван упăшки Альберт Саксен-Кобург-Готский ятне панă.
Тупмалли |
Географи [тӳрлет]
Альберт кӳлли Нил пуçламăшĕн кăткăс шыв системине кĕрет. Кӳлле юхса кĕрекен юханшывсенчен чи пысăккисем - Шурă Нил (кунта ăна Виктори-Нил теççĕ), татаСемлики. Кӳлĕн кăнтăр пайĕнче, Семилики юханшывĕ юхса кĕнĕ вырăнта, шурлăхсем сарăлаççĕ. Кăнтăрарах Рувензори хребет тăселать.
Фауна [тӳрлет]
Пулăсемпе пуян, 40 ытла тĕс (нил уланки, тигр пулли тата ытю)
Вуламалли [тӳрлет]
- Географический энциклопедический словарь: Географические названия / Гл. ред. А. Ф. Трёшников; Ред. ко.: Э. Б. Алаев, П. М. Алампиев, А. Г. Воронов и др. — М.: Сов. энциклопедия, 1983.
- Большая Советская энциклопедия, третье издание. — М.: Советская Энциклопедия, 1970-77 (электронная версия — М.: Научное издательство «Большая Российская энциклопедия», 2004.)
- Philip’s World Atlas & Encyclopedia. London: George Philip Ltd, 1999. P. 14.
Каçăсем [тӳрлет]
| Африкăри мăн кӳлĕсем |
|---|
| Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса) |
