Антонимсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Антонимсем, — пĕр пуплев пайнех кĕрекен пĕр-пĕрне хирĕç пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Тĕслĕх: тус - тăшман, ĕçле - кан, нумай - сахал. Пур сăмахăн та антоним çук. Тĕслĕхрен, кĕнеке сăмахăн антонимĕ çук.

Антонимсемпе пĕр-пĕринчен хытă уйрăлса тăракан пулăмсене палăртма, хире-хирĕç сăнарсене пĕр-пĕринпе танлаштарма усă кураççĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]