Контент патне куҫ

Аттил Алексей Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алексей Аттил
Çуралнă чухнехи ят: Никитин Алексей Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1943, ака, 4
Çуралнă вырăн: Кивĕ Ахпӳрт ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1979, раштав, 12
Вилнĕ вырăн: Кивĕ Ахпӳрт ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Аттил Алексей Васильевич (паспортри хушамачĕ Никитин, 1943, ака, 41979, раштав, 12, Кивĕ Ахпӳрт ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçĕ.

1943 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.

Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Вĕрентевçĕ пулса ĕçленĕ. Чăвашрадиовĕн халăхпа политика кăларăмĕсен редакторĕ пулса ĕçленĕ. Сăввисене хаçатсемпе журналсенче пичетленĕ.

1979 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче çуралнă ялтах вилнĕ.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ун сăввисем те пичетленнĕ ушкăнпа кăларнă кĕнекесем:

  • «Виçĕ хĕлĕх» (1971
  • Хĕвел пайăрки» (1981);

Уйрăм кĕнекен тухнă:

  • «Илем» (1985).
  • Прокопьев, В. Илеме çывăх туйса // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 32-36.
  • Ильина, Н. Г. Аттил (Никитин) Алексей Васильевич / Н. Г. Ильина Чувашская энциклопедия.