Канаш районĕ
| Статья илемлĕхĕ начар.
Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа хушса кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Канаш районĕ, — Чăваш Ен варринче вырнаçнă район, 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27 туса хунă. Çӳрçĕр енче Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсемпе, хĕвелтухăç енче Вăрмар тата Тăвай районĕсемпе, кăнтăр енче Комсомольски тата Йĕпреç районĕсемпе, хĕвеланăç енче Вăрнар районĕсемпе юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 981,4 км2 танлашать, çӳрçĕртен кăнтăралла 35 çухрăм, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енелле 25 çухрăм сарлакăш.
Администраци Шупашкартан 84 çӳхрăмра ларакан Канаш хулинче вырнаçнă.
Тупмалли |
Халăх [тӳрлет]
1999 çул пуçламăшĕнче районта пĕтĕмпе 43,7 пин çын пурăннă. 97% — чăвашсем. Халăх плотносĕ — 1 тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Районта пĕтĕмпе 108 ял ларать, вĕсенче вăтамран илсен 462 çын пурăнать.
Çул-йĕр [тӳрлет]
Канаш районĕ тăрăх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хĕрлĕ узел тата Канаш-Шупашкар чугун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем патшалăх тата республика пĕлтерĕшлисем: Çĕрпӳ-Çĕмпĕр-Сызрань (патшалăх пĕлтерĕшлĕ), Вăрнар-Канаш-Улатăр; Шихазан-Çĕмĕрле; Канаш-Шупашкар (республика пĕлтерĕшлĕ). Ку çулсем тăрăх районăн шалти тата айкри экономика хутшăнăвĕсем иртеççĕ.
Административлă пайлану [тӳрлет]
Районти ял тăрăхĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
- Ăвăспӳрт Кипеч ял тăрăхĕ - Ăвăспӳрт Кипеч;
- Асхва ял тăрăхĕ - Аслă Асхва Пикшик;
- Атнаш ял тăрăхĕ - Атнаш;
- Ачча ял тăрăхĕ - Ачча;
- Вăрăмпуç ял тăрăхĕ - Вăрăмпуç;
- Вăрманкас Ухман ял тăрăхĕ -Вăрманкас Ухман;
- Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕ - Вăтакас Кипеч;
- Вăтапуç ял тăрăхĕ - Вăтапуç;
- Кăшнăруй ял тăрăхĕ - Кăшнаруй;
- Карăклă ял тăрăхĕ - Карăклă;
- Пайкилт ял тăрăхĕ - Пайкилт;
- Сиккасси ял тăрăхĕ - Сиккасси;
- Сухайкасси ял тăрăхĕ - Сухайкасси;
- Çĕнĕ Чăлкасси ял тăрăхĕ - Çĕнĕ Чăлкасси;
- Çеçпĕл ял тăрăхĕ - Çеçпĕл;
- Уçырма ял тăрăхĕ - Уçырма;
- Хучел ял тăрăхĕ - Хучел;
- Чакаç ял тăрăхĕ - Чакаç;
- Чарпуç ял тăрăхĕ - Чарпуç;
- Шăхасан ял тăрăхĕ - Шăхасан;
- Шаккăл ял тăрăхĕ - Шаккăл;
- Шелттĕм ял тăрăхĕ - Çĕнĕ Шелттĕм;
- Энтрияль ял тăрăхĕ - Энтрияль;
- Янкăлч ял тăрăхĕ - Янкăлч.
Паллă çыннисем [тӳрлет]
- Асамат Светлана Васильевна, - сăвăç, кĕвĕçĕ.
- Иванова Лидия Михайловна, - çыравçă.
- Максимов Николай Николаевич, - çыравçă.
- Маяксем Леонид Александрович, - прозаик.
- Миттов Анатолий Иванович
- Мышкина Альбина Федоровна, - çыравçă.
- Николаев Николай Николаевич
- Николаев Юрий Николаевич
- Павлов Сергей Лукиянович, - çыравçă, тăлмач.
- Скворцов Михаил Иванович
- Чичканов Петр Николаевич, çыравçă, живописец.
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Асăрхавсем [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |