Ача панчи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ача панчинче

Ача панчи - шкул çулне çитмен ачасене аталантармалли вĕренÿ учрежденийĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕнчере ача панчисене пуçласа нимĕçсем уçнă - Фридрих Вильгельм Август Фребель, 1837 çул. Чăвашсен пĕрремĕш ача панчине Иван Яковлевич Яковлев 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче Слакпуçĕнче уçнă.

Ача панчин тĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пĕтĕмĕшле ача панчи - кунта тĕрлĕ ачана пĕрле аталантараççĕ. Кунта ахаль ушкăнсемпе пĕрле пĕр-пĕр кăлтăк е чир пур ача ушкăнĕсем те пулма пултараççĕ.
  • Ен аталанăвĕллĕ ача панчи - кунта ачасене уйрăм енпе аталантараççĕ - вăй-хал, илемлĕх туйăм е ăс-хакăл енĕпе аталантаракан ача панчи.
  • Пулăшу ача панчи - пĕр-пĕр чирпе чирлекен ачасене аталантарма тата сыватма йĕркелеççĕ.

Аталантару меслечĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ача панчинчине çÿрекенсене аталантармалли тĕп мелсенчен пĕри вăйă пулать.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республикинчи ача панчисем