Викиампар
| Викиампар WikiCommons |
|
|---|---|
| URL: | http://commons.wikimedia.org |
| Коммерци: | Çук |
| Сайт тĕсĕ: | Эреш энциклопедийĕ |
| Регистраци: | Кирлех мар |
| Сервер вырнаçни: | Тампа, Амстердам, Сеул[1] |
| Харпăрçă: | Фонд Викимедиа |
| Автор: | Джимми Уэйлс |
Викиампар (акăл. Wikimedia Commons, WikiCommons) — «Викимедиа» фонд проекчĕн страницисен шутне кĕртнĕ кирек епле тĕллевпе (çав шутра коммерци енĕпе те) сарма, улăштарма, усă курма юрăхлă ирĕклĕ ӳкерчĕксен, сасă çырнисен, видеоролик тата урăх мультимедиа файлсен пĕрлĕ управ вырăнĕ.
Википедие тата «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсене хутшăнаканăн хатĕр пур медиа-файла тӳрех Викиампара кĕртмелле, унта вĕсемпе «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсенче тата урăх чĕлхе уйрăмĕсенче усă курма пултараççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Лицензăлани
Викисклада кĕртнĕ пĕтĕм файл кирек епле юрисдикципе те сарма ирĕклĕ пулмалла. Файла усă курма чарма юрамасть. Сăмахран, чылай чĕлхе уйрăмĕсенчи пек мар, « Ырă кăмăлпа усă курни» (акăл. fair use) ирĕк никĕсĕпе сарăлакан файла кĕртме юрамасть.
Файла уçланă хыççăн çакă кирлĕ: эхер те лицензии шаблонĕ хушма хыпар ыйтать пулсан, автор прави статусĕн шаблонне хушмалла, çырса ăнлантармалла, тĕслĕхрен, ӳкерчĕкре, ăçта ӳкерсе илнĕ т.ыт., эхер те урăх сайтран илнĕ пулсан, пирвайхи ӳкерчĕк патне каçă лартмалла.
[тӳрлет] Викиампар файлĕсене Википедири статьясене кĕртни
Чăваш Википедине Викиампартан файл уçланă чух Чăваш Википедине статья кĕртнĕ чухнехи пекех синтаксиспа усă кураççĕ. Сăмахран, уçланă ӳкерчĕке статьяна кĕртнĕ чухне ун çине каçă кăна кăтартмалла: [[Ӳкерчĕк:Файл]]. Движок ĕçĕн алгоритмĕ кун чух çакнашкал пулать: эхер те çак вырăнти файл, статьяна вара çавах кĕрет; эхер те вырăнта çак ӳкерчĕк çук, çак файла Викиампартан илеççĕ.
[тӳрлет] Пĕрлĕ ĕçлĕх
Викиампар музейсемпе тата архивсемпе пĕрле ĕçлет, ирĕклĕ усă курма материалсене вырнаçтарать. Тăтăшах нимĕç йĕркелĕвĕсем çак ĕç-пуçа хутшăнаççĕ, çакна Викимедиа фондăн нимĕç уйрăмĕн ĕçĕ çирĕплетет.
Чи масштаблă тĕслĕхсем:
- 2005, ака — нимĕç сайчĕ Directmedia Викиампар пĕрлĕхне 10 пин ӳкерчĕк парать;
- 2006, авăн — швейцар пысăк сайтĕнчен ирĕклĕ ӳкерчĕксем кĕртеççĕ — Picswiss;
- 2007, çуркунне — Pearson Scott Foresman Викимедиа фондне ӳкерчĕксен 16 коробкине ăсатать;
- 2008, раштав — Нимĕç федераци архивĕ 80 пин ӳкерчĕк парать;
- 2009, пуш — Deutsche Fotothek ӳкерчĕксен вулавăшĕ 250 пин ĕçе парать;
- 2009, юпа — Tropenmuseum 35 пин ӳкерчĕк парать(Индонези тематикипе).
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Каçăсем
- Викиампар (акăл. Wikimedia Commons)
- Викиампарти вырăс порталĕ
|
|
||
|---|---|---|
| Проектсем | Википеди • Викисăмахсар • Викицитатник • Викивулавăш • Викикĕнеке (Wikijunior) • Викихыпар • Викиампар • Викитĕссем • Викиверситет • Викиинкубатор • Мета-вики • MediaWiki | |
| Никĕслекенсем | Джимми Уэйлс • Ларри Сэнгер | |
| Шанăç çынсен канашĕ | Майкл Сноу • Джимми Уэйлс • Ян-Барт де Фриде • Стюарт Уэст • Кэт Уолш • Тин Чэнь • Арне Клемперт • Сэмюел Клейн | |
| Шанăç çынсен канашĕн малтанхи пайташĕсем |
Анджела Бизли • Майкл Дэвис • Эрик Мёллер • Тим Шелл • Оскар ван Диллен • Флоранс Нибар-Девуар • Фрида Бриоши • Домас Митузас | |
|
|
|
|---|---|
| Тĕп статьясем | Википеди кун-çулĕ • Фонд Викимедиа • Викимани • MediaWiki • Википеди чăн тĕрĕслĕхĕ • Википеди тиркевĕ • Википеди пирки академи тĕпчевĕсем • WikiScanner |
| Çынсем | Джимми Уэйлс • Ларри Сэнгер • Тим Шелл • Флоранс Нибар-Девуар • Анджела Бизли • Сью Гарднер |
| Пĕр пек проектсем тата урăх хунавĕсем |
Bomis • Нупеди • Citizendium • ChuvashOrg • Enciclopedia Libre • Deletionpedia • Interpedia • MyWikiBiz • Veropedia • Вики • Wikipedia Review • Wikitruth • Wikiweise • ВикиЗнание • WikiPilipinas • Абсурдопеди • Геовикипеди • Луркоморье • Вукипеди • Поттеромани Вики |