Биржа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Би́ржасутă-илӳ япалисене, укçасене, хаклă хутсене, производных финансă хатĕрĕсене куллен кун пасар витĕр çаврăнмалла йĕркелесе тăракан юридици пичĕ.

Тĕнчери биржăсем[тӳрлет]

NYSE — Нью-Йорк Тĕплĕх Биржи[тӳрлет]

Халĕ сутă-илӳ ĕçĕсем чылайăшĕпе электронлă тĕспе иртеççĕ. Ансат кăтартсан — биржа сутă-илӳ серверĕ çумне пĕтĕм тĕнчеллĕ ятарлă çыхăну йĕрĕсем витĕр аккредитăланнă брокер компанийĕсене пĕрлештерет. Брокерсем харпăр е хăйсен клиенчĕсен пайтишĕн тăрăшса сутă-илӳ системинче хаклă хута, укçа-тенкĕне, япалана сутма е туянма пĕлтерӳ лартаççĕ. Çапла, биржăна пула сутаканпа туянакан хăйсен çуртĕнче мар, — пĕр сервер хутлăхĕнче — тĕл пулса сутăç ĕçне ирттерме пултараççĕ.

Биржăн тепĕр сумлă ĕçлĕхĕ — сутă-илӳ ĕç-пуçĕшĕн тӳлевĕсене шантаруллă татса парасси, «тӳлеве хирĕç лартни» (Delivery against payment) йĕркене тивĕçтерсе тăни.

Раççей биржисене (ММВБ, РТС, МБЦМ) кашни сутăç ĕçĕшĕн укçа тӳлемелле, çакă вĕсен тухăçĕсен тĕп çăлкуçĕ пулать. Урăх тупăçсем ĕçтеш тӳлевĕсем, сутă-илӳ ĕçĕсене кĕртнишĕн, биржа хыпарĕсемпе усă курнăшăн укçа илеççĕ.

Шутра тăракан пурлăхĕпе, укçа-тенкĕ уйрăмлăхĕсемпе биржăсем çапла пайланаççĕ:

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]