Контент патне куҫ

Блувштейн Рахель

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рахель Блувштейн

Рахель Блувштейн
Çуралнă чухнехи ят: Рахель (Рая) Блувштейн (Сэла)
Çуралнă вăхăт: 1890 çулхи авăн, 20
Çуралнă вырăн: Сарăту, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1931 çулхи ака, 16
Вилнĕ вырăн: Тель-Авив, Палестина
Гражданлăх: Британи Палестини
Ĕçлев тĕсĕ: XX - мĕш ĕмĕрти сăвăç, куçаруçă
Пултарулăх çулĕсем: 1905—1931
Ĕçсен чĕлхи: вырăс, иврит

Рахель (Рая) Блувштейн (Сэла) (пĕр ятпа Рахель тесе чĕннĕ; 20 авăн 1890, Сарăту, Раççей — 16 ака 1931, Тель-Авив, Палестина) — еврей сăвăçи. Вырăс тата иврит чĕлхисем çинче çырнă.

Амăшĕ енчен Леон тата Вениамин Мандельштамсен тăван хĕрĕ. Рахель Блувштейн 1890-мĕш çулта Саратовра çуралнă та Полтавара ÿссе çитĕннĕ, унта вăл идиш тата вырăс чĕлхипе вĕрентнĕ еврей шкулĕнче вĕреннĕ, иврит чĕлхи вĕренме пĕрремĕш харпăр уроксем илнĕ; унтах В. Г. Короленкопа паллашнă. 15-рен сăввисене пĕрремĕш хут ивритла çырма пуçланă. Шкул хыççăн Рахель йăмăкĕпе пĕрле Шошанапа Киева вĕренме кайнă (Рахель — ÿнер пултарулăхне, Шошана — çыравçă ĕçĕпе философи вĕреннĕ).

«Хам çинчен çĕх» сăвă

1909 - мĕш çулта, 19 çулта, Эрец-Исраэле çитсе Кинерет кÿллипе юнашар мошавра пурăнма пуçланă. Кунта вăл ытти пĕрремĕш килсе пурăнакансем пекех ял хуçалăх ĕçĕсене тунă тата иврит чĕлхи вĕреннĕ.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Рахель Палестинăран тухса каять. Вăрçă пирки каялла таврăнма май пулман, вара вăл Раççейра юлать, еврей тăлăх ачасен çурчĕнче ача пăхакан пулса ĕçлет. Май пулсанах, 1919 - мĕш çулта, Рахель «Руслан» карап çинче Палестинăна таврăнать, Дгания кибуцра пурăнма вырнаçать.

Çак вăхăталла Рахель ивритла çырма пуçланă. Вĕсем элегиллĕ кăмăлпа, илемлĕ библи чĕлхипе уйрăлса тăраççĕ, еврей халăхĕ тата Израиль Çĕрне юратнине кăтартаççĕ. Сăввисенче Рахель час-часах метафоралла чĕлхепе усă курса еврей халăхĕн мăн аслăшшĕсене-асламăшĕсене асилнĕ. Вăл хăйне ятпа çех чĕнтересшĕн пулнă. Библири Рахильпе тарăн кăмăллă çыхăнуна туйса хăйĕн пĕр сăввинче вăл: «Унăн сасси ман сасра янăрать» тесе çырнă.

Кĕçех Рахель туберкулёзпа чирлесе кайнă пирки унăн ачасемпе ĕçлеме пăрахма тивнĕ. Унăн сывлăхĕ хавшасах пынă, анчах та вăл ăна пăхмасăр малалла сăвăсем çырать тата вырăс, француз тата идиш чĕлхисенчен ивритла куçарать. Унăн нумайăш сăввисене кĕвĕ çине хунă, вĕсем Израиль хăлăхĕн юратнă юррисем пулса тăнă.

Вилтăпри çинчи палăкĕ

Рахель Тель-Авив хулинче 1931-мĕш çулта вилнĕ.

Иерусалим, Петах-Тиква, Ашкелон, Хайфа, Рамле, Тель-Авив хулисен урамĕсене Рахель Блувштейн ятне панă. Библири Рахельтен (Рахиль) уйăрса илме унăн ятĕ çумне «сăвăçă» сăмах хушаççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]