Виçĕ ĕскер тĕллевчĕкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Виçĕ ĕскер тĕллевчĕкĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Малтан тан аяклă мар виçкĕтеслĕхĕн тăррисенче вырнаçнă виçĕ пĕр пек тата нуллĕ хăвăртлăхлă ĕскерсен çывхартуллă траеторрийĕсем. Массăсен центрĕ, импульс сыхланнин саккунĕпе килĕшÿллĕн, çав вырăнтах юлать, улшăнмасть

'Виçĕ ĕскер тĕллевчĕкĕ (виçĕ ĕскер проблеми, сăмахран, астрономире вăл тӳпери механика ыйтăвĕсенчен пĕри), — пĕр-пĕринпе пĕр-пĕр вăйăмра тăракан виçĕ ĕскер еплерех куçнине тĕпчесе палăртни. Кунашкал тĕллевчĕк, сăмахран, тӳпери механикăра пысăк вырăн йышăнать, унта час-часах Ньютонăн туртăну саккунĕпе палăракан виçĕ ĕскер (сăмахран, Хĕвел, Çĕр тата Уйăх) куçăмне кăтартма тивет. Икĕ ĕскер тĕллевчĕкĕпе танлаштарсан, ку пăхса тухакан енĕн, пĕтĕмĕшле илсен, тĕллĕхле тупсăмне аналитикăлла формулăпа палăртма çук. Унашкаллине уйрăм малсăлтавсенче çеç кăтартма пулать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]