Википеди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Wikipedia
Википеди
Wikipedia-logo-v2.svg
Википедин нумай чĕлхеллĕ порталĕ. Проектăн тĕрлĕ чĕлхеллĕ уйрăмĕсене кăтартнă.
Википедин нумай чĕлхеллĕ порталĕн экран ӳкерчĕкĕ.
URL

www.wikipedia.org

Слоган

Ирĕклĕ энциклопедине пурте тӳрлетме пултараççĕ.

Тупăшлă?

Çук

Сайт тĕсĕ

Онлайн энциклопеди

Регистраци

Ыйтмаççĕ(хăш-пĕр уйрăмсенче çеç статьясене тӳрлетнĕ чухне кирлĕ)

Усă курма пултаракан чĕлхесем

236 тĕрекленнĕ уйрăмĕсем (пĕтĕмпех 267)

Шалаш лицензи

Creative Commons Attribution/
Share-Alike
3.0
тата GFDL иккĕллĕ лицензи

Хуçа

Викимеди фончĕ (тупăшсăр)

Автор

Джимми Уэйлс тата Ларри Сэнгер[1]

Пуçламăш

2001 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕ

Alexa rank
  1. 7[2]
Тупăш
Хальхи статус

Ӗçлет вĕçĕмсĕр [3]

Википеди пирки тăванлă проекчĕсенче нумайрах тупма пултаратăр:
Викисăмахсарта шырав Сăмах пĕлтерĕшĕ Викисăмахсарта

Викикĕнекере шырав Кĕнекесем Викикĕнекере
Викикаларăшра шырав Каларăшсем Викикаларăшра
Викивулавăшра шырав Кăк текстсем Викивулавăшра
Викиçӳпçере шырав Пĕрлехи ӳкерчĕксемпе медиа-файлсем Викиçӳпçере
Викихыпарта шырав Хыпарсем Викихыпарта

Викиверситетра шырав Вĕренӳ валли ресурсем Викиверситетра

Википе́ди (акăл. Wikipedia, илтĕнет: /ˌwiːkiˈpiːdiə/, /ˌwɪkiˈpiːdiə/ е /ˌwiːkiˈpeɪdiə/), — тĕрлĕ чĕлхеллĕ, ирĕклĕ [4] универсал онлайн энциклопеди. «Вики» технологийĕпе ĕçлет. Ăна «Викимедиа» тупăшсăр фончĕ тытса тăрать. Ячĕ «вики» (сайтсене тумалли технологи) тата «энциклопеди» сăмахсенчен пулса тухать.

Халлĕхе Википедире 13 миллион ытла статья. Вĕсене хăй ирĕкĕпе ĕçлекенсем ( Википедиçăсем )пĕрле çыраççĕ. Çак статьясене кирек кам та улăштарма пултарать[5].

Википеди проектне хутшăнакансене википедăçсем теме пулать.

Википедине 2001 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Джимми Уэйлспа Ларри Сэнгер пуçарнă[6].

Информаци калăпăшĕпе тата тĕрлĕ темăсене уçса парассипе Википеди этемлĕхĕн кун-çулĕнче кунчен пулман тулли энциклопедийĕ шутланать. Халлĕхе вăл Интернетра чи мăнă тата чи популярлă[2] сайт[7][8][9]

Википедин чылай пахалăхĕсенчен пĕри — информацине тăван чĕлхепе çырса кăтартма май парасси, халăх культурипе çыхăнтарасси.[10]

Тупмалли

[тӳрлет] Кун-çулĕ

Википеди малтан урăх Нупеди энциклопеди проектĕнчен тапранса кайнă.
Graph of the article count for the English Wikipedia, from January 10, 2001, to September 9, 2007 (the date of the two-millionth article)

1999 çултах Everything2 веб-проект кашни проекта кĕрекен çыннах хыпар пуххине тăвас ĕçе хутшăнма май панă, çапах та çак проекта пуçаракансем унтан çантăк энциклопеди пуласса шутламан. Çавăнпа та Википедин мăн аслашшĕ Нупеди- акăлчан чĕлхипе çырнă энциклопеди проекчĕ- шутланать. Унта эпир информаципе ирĕклĕн усă курма пултаратпăр. Нупеди валли статьясем ăсчахсемпе академиксем хатĕрленĕ. Проекта пуçаракансем Лоуренс Сэнгер - тĕп редактор, проект йĕркелӳçи- тата Джимми Уэйлс (ун чухне Bomis компани директорĕ пулнă).


... Википедири хыпар йышĕ ӳссе пынă, унăн паллăхĕ майĕпен сарăлнă. 2003 çулти çĕртме, 20 Фонд Викимедиа — коммерциллĕ мар Википеди валли укçа-тенкĕ пуçтаракан йĕркеленӳлĕхе туса хунă. Çак Фонд пулăшăвĕпе Википеди принципĕпе ĕçлекен урăх онлайн-проектсене хута янă.

2004 утă уйăхĕнче акăлчан уйрăмĕнче 0,3 млн статья пухăннă; 2005 çулти акара — 0,5 млн ытла, 2008 çулти авăн уйăхĕнче — 2,5 млн ытла. Статьясен хисеп шучĕпе — нимĕç уйрăмĕ, вĕсен 2008 авăнĕ тĕлне 0,8 млн ытла статья пухăннă. Татах 21 уйрăмра 100 пин ытла статья, вĕсенче вырăс Википедийĕ (статья кулленхи шучĕ — 13 690). Виçĕ теçетке уйрăмра 20 000 — 100 000 статья. Пурĕпе 80 Википеди уйрăмĕнче 10 000 ытла статья, 80 яхăн Википеди уйрăмĕнче 1000 — 10 000 статья.

[тӳрлет] Википедин тупсăмĕ

[тӳрлет] Редакци моделĕ

Википедистсем статьяри улшăнусене икĕ версин хĕрлĕ тĕспе палăртнă уйрăмлăхĕпе кураççĕ.

[тӳрлет] Статьясене çырасси

Википедин шалу çинчи авторсемпе редакторсем çук, пур хыпара тупăçламасăрах хутшăнакансем (википеди́стам) хăйсемех хушаççĕ те, çĕнетеççĕ те. Хастар хутшăнакан кăмăл пулсан администратор пулса тăма пултарать, çак ...

Статьясене çырнă чух хутшăнакансем АПШ-ра тата Википеди серверне вырнаçтарнă Флорида штачĕн автор правин саккунлăхĕпе татулăллă пулмалла.

Википедире хăйĕн ĕçне çырса кăтартнă пулсан автор каялла тавăрмалла мар пур лицензине GNU FDL лицензи йĕркине кĕртет. Çакăн чух При этом строго соблюдаются неимущественные авторские права. Тĕплĕнрех Википеди:Автор прависем.

[тӳрлет] Статьясене сӳтсе явни

Википеди — çавăн пекех хăй тĕслĕ сӳтсе явмалли вырăн. Çыракансем хушшинчи тĕрлĕ шухăшсене ятарласа хунă страницăсенче сӳтсе яваççĕ. Кирек епле статьян та хăйĕн сӳтӳ-яву страници пур. Унта кашни çын канашлăва хутшăнма, статьяна кĕртнĕ материал пирки хăйĕн шухăш-туйăмне калама пултарать.

[тӳрлет] Йĕркисем

[тӳрлет] Википедие чарса лартнисем

[тӳрлет] Википедие тиркени

John Seigenthaler Sr. has described Wikipedia as «a flawed and irresponsible research tool.»[11]

[тӳрлет] Кăларăмсем

Нимĕç Википедин 2005 çулхи ака уйăхĕнче Directmedia Publishing кăларнă DVD пичĕ
Поляк Википедин helion.pl кăларнă DVD пичĕ

[тӳрлет] Акăлчан Википедийĕ

[тӳрлет] Нимĕç Википедийĕ

[тӳрлет] Поляк Википедийĕ

[тӳрлет] Чăваш Википедийĕ

Чăваш уйрăмĕ 2004 çулта раштав уйăхĕнче уçăлнă.

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ Jonathan Sidener. Everyone's Encyclopedia, San Diego Union Tribune. Тĕрĕсленĕ 15 юпа уйăхĕн 2006.
  2. ^ 1 тата 2 Five-year traffic statistics for wikipedia.org. Alexa Internet. Тĕрĕсленĕ 15 утă уйăхĕн 2008.
  3. ^ Википеди:Википеди вĕçĕмсĕр ĕçлет. Википеди. Тĕрĕсленĕ 3 утă уйăхĕн 2008.
  4. ^ хăш-пĕр уйрăмĕсенче ирĕклĕ мар материалсем те пур
  5. ^ Хăш-пĕр çĕршывсенче Википедипе усă курма май памаççĕ
  6. ^ Miliard, Mike. Wikipediots: Who are these devoted, even obsessive contributors to Wikipedia?, Salt Lake City Weekly (2008-03-01). Тĕрĕсленĕ 21 нарăс уйăхĕн 2008.
  7. ^ Tancer, Bill. Look Who's Using Wikipedia, Time (2007-05-01). Тĕрĕсленĕ 1 раштав уйăхĕн 2007. «The sheer volume of content [...] is partly responsible for the site's dominance as an online reference. When compared to the top 3,200 educational reference sites in the U.S., Wikipedia is #1, capturing 24.3% of all visits to the category» (the author’s blog post on the article)
  8. ^ Woodson, Alex. Wikipedia remains go-to site for online news, Reuters (2007-07-08). Тĕрĕсленĕ 16 раштав уйăхĕн 2007. «Online encyclopedia Wikipedia has added about 20 million unique monthly visitors in the past year, making it the top online news and information destination, according to Nielsen//NetRatings.»
  9. ^ Top 500. Alexa. Тĕрĕсленĕ 4 раштав уйăхĕн 2007.
  10. ^ Джим Уэльс: Wikipedia спасет мир от невежества
  11. ^ Seigenthaler, John. A False Wikipedia 'biography', USA Today (2005-11-29).

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем