Википеди:Нумай тĕл пулакан ыйтусен хуравĕсем
Кунта эсир час тĕл пулакан ыйтусемпе вĕсен хуравĕсене тупма пултаратăр.
Пĕтĕмĕшлисем[кодне тӳрлет]
Страницăн йĕри-тавра вырнаçнă каçăсемпе пускăчсем мĕне пĕлтереççĕ?[кодне тӳрлет]
Вĕсем çине пуссан мĕн пулассине тĕплĕнрех Википеди:Менюне ăнлантарса пани страницăра тупма пултаратăр.
Хăш-пĕр саспаллисем вырăнне е ыйту палли е пушă тăваткал тухса ларать. Ман шрифтсене çĕнетмелле-и?[кодне тӳрлет]
Çапла, сирĕн системăра хăш-пĕр саспаллисем валли шрифтсем çук. Arial Unicode MS лартсан вĕсем курăнма пуçлĕç. Ку шрифт Microsoft Office пакета кĕрет, унта шыраса пăхăр.
Википедине тӳрлетесси[кодне тӳрлет]
Интервикисене лартнă чухне манăн чăваш уйрăмĕ çине кашни чĕлхе уйрăмĕсенче интервики лартса тухмалла-и? Çăмăллатакан хатĕр çук-и?[кодне тӳрлет]
Икĕ уйрăма çыхăнтарни çителĕклĕ — вырăс, нимĕç е акăлчан уйрăмĕпе çыхăнтарма сĕнетпĕр (икĕ еннеле те). Ыттисене вара кайран интервики бочĕсем лартса тухĕç. Тӳрех интервикисем çĕнелессе кĕтмелле мар — ку темиçе уйăха та тăсăлма пултарать.
Тирене çăмăлрах майпа лартма май çук-и?[кодне тӳрлет]
Тирене лартма эсир Alt+код мелпе усă курма пултаратăр:
- 0150 – (тире)
- 0151 — (вăрăм тире)
- 0133 … (нумай пăнчă палли)
Çавăн пекех чăваш сарăмне лартсан — ку саспаллисене Alt пускăч урлă çырма пултаратăр.
Урăх çĕре куçаракан кода мĕнле çырмалла?[кодне тӳрлет]
Ку ят урăх ятлă статья çине кăтарттăр тесен çирĕн статьяра çапла çырмалла: #REDIRECT [[Статья ячĕ (ăçта куçĕ)]]. Урăх вара нимĕнле текст та çырма кирлĕ мар. Тӳрех темиçе страница çине куçарма май çук.
Мана статьян вăрăмăшĕ питĕ пысăк пулни пирки асархаттараççĕ[кодне тӳрлет]
Ку статья чăнах та питĕ вăрăм. Çавăнпа та ăна темиçе статья çине пайласа кĕскетме тăрăшмалла. Кĕскетнĕ чухне статьяна çав 32 Kb çитерес тесе текстне хуратма кирлĕ мар — статьяна темиçе пая (кашнине уйрăм статья туса) пайлăр.
Ӗçленĕ чухне тухакан ыйтусем[кодне тӳрлет]
Эпĕ çĕнĕ статья çыртăм, анчах та ăна Шырав урлă утпма май çук[кодне тӳрлет]
Ку вăл Википеди серверĕсен уйрăлăхĕ. Шырав урлă тупăнакан пулма сирĕн кĕтме тивĕ. Пĕр-ик кун та, уйăх таран ку вăхăт тăсăлма пултарать.
Ботсем камсем вĕсем?[кодне тӳрлет]
Ботсем кулленхи ĕçе тума пулăшаççĕ. Тĕплĕнрех Википеди:Ботсем статьяна пăхăр.