Википеди:Статьясене ят парасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Статьясене ят парасси, — кунта статьясене епле ят памалли пирки çырса кăтартнă. Статьясене хатĕрленĕ чухне ку йеркесене пăхăнмалла.

Пĕтĕмĕшле[тӳрлет]

Пысăк саспаллисем[тӳрлет]

Статья ячĕ пысăк саспаллирен пуçланмалла. Ытти саспаллисем вара пĕчĕк пулмалла. Пĕрремĕш саспаллисĕр пуçсăр ыттисене пысăкран орфографи правилисем çапла калаççĕ пулсан çеç çырмалла.

Пĕрреллĕ хисеп, тĕп падеж[тӳрлет]

Ытларах чухне статья ячĕ пĕрреллĕ хисепре, тĕп падежра пулмалла.

Ё саспалли[тӳрлет]

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсенче ё усă курăнать пулсан ё çырмалла, е мар.

Тĕрлĕ пĕлтерĕшсем[тӳрлет]

Енчен те статья ячĕн темиçе пĕлтерĕш пур пулсан, статья ятĕнче пĕлтерĕшне (ăна скобкăра çырмалла) кăтартмалла.

Чăваш чĕлхи[тӳрлет]

Википедин ку уйрăмĕ чăвашла çырăнать. Çавăнпа та статья ячĕсем (çавăн пекех статья тексчĕ) чăвашла пулмалла. Енчен те статья ячĕ валли латин саспаллине усă курасси ытларах сарăлнă пулсан (тĕслĕхрен, Mozilla Firefox), ăна латин саспаллисемпе çырма юрать.

Кавычкăсем[тӳрлет]

Статья ятне панă чухне кавычкăсене усă курмалла мар. Статья ячĕ кавычкăсăр пулмалла.

Уйрăм самантсем[тӳрлет]

Урăх чĕлхерен илнĕ ятсем[тӳрлет]

Çын ячĕсем[тӳрлет]

Географи вырăнĕсем[тӳрлет]

Уйрăм çын çинчен çырнă статьясем[тӳрлет]

Ятсене çапла памалла: Хушамат Ят Ашшĕ ячĕ. Тĕслĕх: Иванов Иван Иванович. Енчен те çынăн паллăрах псевдонимĕ (хушма ячĕ) пур пулсан — ăна усă курмалла. Чăн ятĕнчен вара куçаракан каçă лартмалла. Сăмахран, Петĕр Хусанкай çинчен каласа паракан статья ячĕ Петĕр Хусакай пулмалла, Хусанкай Пётр Петрович статьяра унта куçаракан каçă лармалла.