Контент патне куҫ

Виктор Суворов

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Виктор Суворов
Владимир Богданович Резун
Çуралнă чухнехи ят: Владимир Богданович Резун
Суя ятсем: Виктор Суворов
Çуралнă вăхăт: 1947, ака, 20
Çуралнă вырăн: Барабаш чиркӳ ялĕ,
Тинĕсçум Ен, СССР
Гражданлăх: ССРП, Аслă Британи Аслă Британи
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă
Тĕлĕ: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин кун-çулĕ
Жанр: историлĕ документлă проза, публицистика
www.suvorov.com

Ви́ктор Суво́ров (паспортри ят — Влади́мир Богда́нович Резу́н; ака, 20 1947, Барабаш, Тинĕсçум Ен, СССР) — паллă çыравçă. Хăйĕн вăрçă историн кĕнекисенче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинчи СССР ролĕн çĕнĕ концепсисене сĕннĕ. Çак концепцисемпе меслетсем хыççăн нумай тавлашу тапранать.

Тинĕсçум Енĕн Барабаш ялĕнче[1] çуралнă. Ашшĕ — украин, амăшĕ — вырăс[1].

1957 çулта, 11 çул тултарнăскер Воронежри Суворов çар училищине вĕренме кĕрет. 1963 çулта училищĕне хупнипе юлнă 3 ротăна (пиллĕккĕмĕшне, улттăмĕшне тата çиччĕмĕшне), Калининри Суворов çар училищине куçараççĕ. 1965 çулта Суворов Калининри училищĕрен вĕренсе тухать те Кейӳри аслă пĕрлехи çар командин училищин иккĕмĕш курсне вĕренме кĕрет. 19 çулта ССКП пайташĕ пулса тăрать. 1968 çулта вăл — танк взвочĕн командирĕ[2]. Чехословаки территорине çарсене кĕртнĕ операцине хутшăннă. 1968—1970 çç. Карпатçум çар тăрăхĕнче разведкăра хĕсметре тăрать. 1970а — ССКП ТК номенклатуринче. 1970—1971 çç. Атăлçи çар тăрăхĕн (Куйбышевра) штабĕнче разведуйрăмĕн офицерĕ пулнă.

1971—1974 çç. Вăрçă-дипломати академинче пĕлӳ пухнă.

Суворов кĕнекисене тĕнчери 23 чĕлхене куçарнă[3]. Вулакансене автор çулне пĕр кĕнеке хайлама шанăç панă[4].

  • Освободитель (1981)
  • Inside the Soviet Army (1982), АПШ-ра уйăх кĕнеки пулса тăрать, вырăсла куçарса кăларман
  • Soviet Military Intelligence (1984), вырăсла куçарса кăларман
  • Аквариум (1985)
  • Ледокол (1968—1981), 1985 çулчен кăларакансем пичетлеме йышăнман, пайпа 1985—1986 çулсенче тухать, пĕтĕмпех — 1989 (нимĕçле), вырăсла Раççейре — 1992 çулта
  • Spetsnaz (1987)
  • День «М» (1968—1993)
  • Контроль (1981, çырнă 1994)
  • Контроль. Фильм сценарийĕ. (юлашки тӳрлетӳ - нарăсăн 20-мĕшĕ, 2010)
  • Последняя республика (1995)
  • Выбор (1997)
  • Очищение (1998)
  • Золотой эшелон (2000, урăх авторпа пĕрле)
  • Самоубийство (2000)
  • Тень победы (2002)
  • Беру свои слова обратно (2005)
  • Святое дело (2008), «Последняя республика» кĕнеке тăсăлăвĕ
  • The Chief Culprit: Stalin’s Grand Design to Start World War II (2008) Тинĕс вăрçи институчĕ АПШ (акăл. USNI) пичетленĕ [5]
  • Разгром (2010), «Последняя республика» трилогин вĕçлевĕ

Британири вăрçă-ăслăх журналĕнче пмчетлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сивлек вăрçи тапхăрĕнче британ вăрçă тĕпчев центрĕн журналĕ RUSI Суворовăн икĕ статьине çутта кăларать:

Çак статьясем пирки истори профессорĕ Бианка Пиетров-Энкер çапла çырать: «Суворовăн аргуменчĕсем çăв терии сахал пулнипе тиркевçĕсем „унăн историк пултарулăхĕ“ пирки иккĕленме пуçларĕç»[8].

* Асăрхав: Royal United Services Institute — сумлă[9] британ, ирĕклĕ[10][11] ăслăх-тĕпчев институчĕ[12], специализирующийся на вопросах вооружения, обороны, безопасности и военной истории[13].

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ашшĕ — Богдан Васильевич, çар çынни, артиллерист. Инçет Хĕвелтухăç вăрçă тăрăхĕн 5-мĕш çарăн Александр Невский орденĕллĕ 72 гварди полкĕнче хĕсметре тăнă. Çартан 1959 çулта майор çар хисепĕпе хĕсметрен тухнă.
  • Амăшĕ — Вера Спиридоновна
  • Шăллĕ — Александр, 1945 ç.çур., вăрçă çынни. 27 çул Ракета çарĕсенче хĕсметре тăнă. 1991 çулта подполковник çар хисепĕпе хĕсметрен тухнă.
  • Арăмĕ — Татьяна Степановна (Корж), 1952 ç.çур., 1971 çултанпа арăмĕ
  • Икĕ ача (хĕр тата ывăл), икĕ мăнук.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок bio не указан текст
  2. ^ «Тепĕр кунне Резун тăрăх штабĕнче тан взвочĕн командирĕ ĕç вырăнне тивĕçсе чаçе полк командире патне каять.» //А. Кадетов. Как Виктор Суворов предавал «Аквариум» — M., «Эксмо», 2006. ISBN 5-699-14255-X, стр. 106
  3. ^ Дмитрий Хмельницкий «Беседы с Виктором Суворовым»
  4. ^ Суворов В. «Аквариум»
  5. ^ «Главный виновник» кĕнекен рецензине 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. малтан «Америка сассин» сайтăн «Вырăс страницинче» пичетленĕ
  6. ^ Who was planning to attack whom in June 1941, Hitler or Stalin? 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. / by Viktor Suvorov. Journal of the Royal United Services Institute for Defence Studies; v.30, June, 1985, pp.50-55
  7. ^ Yes, Stalin was planning to attack Hitler in June 1941 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. / by Viktor Suvorov. Journal of the Royal United Services Institute; v.31, June 1986, pp.73-74
  8. ^ Бианка Пиетров-Энкер, «Германия в июне 1941 г. — жертва советской агрессии? О разногласиях по поводу тезиса о превентивной войне» [1]
  9. ^ хаклă рекомендацисене Елизавета II патша, премьер-министр Гордона Брауна, премьер-министр пулнă Тони Блэра
  10. ^ ирĕклĕ тĕпчев йĕркелĕвĕсен ят-йышĕ 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. The Economic and Social Research Council (ESRC) хыпарĕпе
  11. ^ The Royal United Services Institute (RUSI) is an independent think tank / RUSI — это независимый исследовательский центр
  12. ^ RUSI получил награду, как «научный центр года» 2010 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  13. ^ RUSI Journal публикует в каждом номере 2—4 научные статьи по военной истории («two to four scholarly studies on military history subjects») 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Викицитатникре çак
темăпа статья пурВиктор Суворов

Суворов кĕнекисем пирки истори литератури

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Килĕшӳллĕ литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.Суворов кĕнекисене асăнакан литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тиркев литератури

[тӳрлет | кодне тӳрлет]