Воробьёв Алексей Иванович
Алексей Иванович Воробьёв | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1915 çул, юпан 12-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Çурлатăри ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР РСФСР | |||||
Вилнĕ вăхăт | 1952 çул, юпан 22-мĕшĕ 22.10.1952 | |||||
Вилнĕ вырăн | Раççей Федерацийĕ | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Çар ăрачĕ | пехота | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941—1945 | |||||
Хисеп | ||||||
Чаç | 1-мĕш Украина фрончĕн 3-мĕш гварди танк çарĕн 6-мĕш гварди танк корпусĕн 22-мĕш гварди мотоперевçĕсен бригадин инженер-мина роти | |||||
Командăланă | взвод | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Воробьёв Алексей Иванович — Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1] , [ГС 1] , [НЛ 1], 22-мĕш гварди мотострелок бригадин инженер-мина ротин взвод командирĕ (1-мĕш Украина фрончĕ, 3-мĕш гварди танк çарĕ, 6-мĕш гварди танк корпусĕ), гвардии старшини.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1915-мĕш çулта хальхи Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1936-1939-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре пулнă. Кайран киле таврăнса колхозра ĕçленĕ.
Вăрçă пуçлансан каллех Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ. Тĕп, Брянск, Воронеж, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943-мĕш çултан ПРКП(б)/ССКП пайташĕ. 1945-мĕш çулхи çуркунне тĕлне Воробьев гварди старшини 22-мĕш гварди мотострелок бригадин инженер-мина ротин взвод командирĕ.
1945-мĕш çулхи акан 24-мĕшĕнче çĕрле Берлинти Тельтов каналĕ урлă ишсе каçса тăшманăн хӳтĕлев йĕрне тĕпченĕ. Плацдарм валли меллĕ вырăн тупса унта батальона каçарма пуçланă. Кимĕпе канал урлă 16 рейс тунă. Аманнă пулсан та стройрах юлнă. Плацдарăмра унăн взвочĕ уйри минăсене кăларса çул уçнă.
Вăрçă хыççăн Муркашри вăтам шкулта вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. Каярах ăна С. М. Буденный ячĕллĕ колхоз председетĕлĕ пулма суйланă. Колхозсене пĕрлештерсен пысăк хуçалăхăн председатĕлĕн çумĕ пулнă. Нумай хутчен район канашĕн депутатне суйланă, ССКП райкомĕн пайташĕ пулнă.
1952-мĕш çулхи юпан 22-мĕшĕнче ĕç тивĕçне пурнăçланă чухне сарăмсăр вилнĕ.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕ
- Ленин орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степеньлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- медальсем.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Биографи «Герои Советского Союза
- Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
- ^ Воробьёв Алексей Иванович. çăлкуçран архивланă 13 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
- Кавалеры ордена Славы трёх степеней
- Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9» az-libr.ru сайтра.
- ^ Воробьёв Алексей Иванович. çăлкуçран архивланă 13 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
- Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
- ^ Воробьёв Алексей Иванович. Награда хучĕ. Страницы: 1. çăлкуçран архивланă 13 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. 2. çăлкуçран архивланă 13 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
- Ытти асăрхавсем
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Воробьёв Алексей Иванович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Герои. Воробьёв Алексей Иванович 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Вăрçă ĕçченĕсем пирки портретсăр статьясем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енри Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем