Вутăш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вутăш (Вудаш, Шыври), — шывра пурăнакан ахăр усал. Çавăн пекех вăл çăлсенче, çалкуçсенче пулать. Вутăша çиллентерес мар тесен çăлсем патĕнче вăрçма, ятлаçма юраман пулнă. Ку усал шывра путнă çынсенчен пулать. Вутăша çиллентерсен вăл çынна ӳслĕк ертеть. Ӳслĕкрен сывалас тесен шыва кайса чӳк тумалла (çу, çăкăр, е урăх çимĕ пăрахмалла) пулнă.

Вутăш вăрăм çӳçлĕ хĕр пек курăннă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Басилов В. Н. Вуташ // Мифы народов мира. в 2-х т. — М. : Советская энциклопедия, 1988.