Контент патне куҫ

Вырăс алфавичĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вырăс алфавичĕ — вырăс чĕлхин алфавичĕ. 1918 çултан 33 саспаллинчен тăрать:

А а Б б В в Г г Д д Е е Ё ё
Ж ж З з И и Й й К к Л л М м
Н н О о П п Р р С с Т т У у
Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ
Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Вырăс алфавичĕ вырăссен авалхи кириллицăран пулса кайнă. 863 çул патнелле ăна тунă. Кириллица Руçра христиан (988 çул) тĕнне кĕнĕ хыççăн анлă сарăлнă.

Вăл вăхăтра алфавитра 43 саспалли таран пулнă. Кайран вара 4 çĕнĕ саспалли кĕнĕ, 14 кивĕ саспаллине кăларса пăрахнă. Малтан грек алфавитне кĕрекен саспаллисене кăларса пăрахнă, хăш пĕрисем сасăпа пĕр пек пулнă. Çавăн пекех арап цифрисене усă курма пуçланă хыççăн саспаллисемпе вĕсене çырасси кирлĕ мар пулса тăнă. Пси тата омега алфавитран 1710 çулта çухалнă; кси тата зело — 1735 çулта; ижица тата фита — 1917–1918 çулсенче.

1710 çулта алфавита «э» тата «я» кĕртнĕ, 1735 çулта — «й», 1797 çулта Н. М. Карамзин сĕннĕ тăрăх — «ё».

Вырăс клавиатури

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Пётр I