Контент патне куҫ

Григорьев Иван Григорьевич (çыравçă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Григорьев
Çуралнă вăхăт: 1924, кăрлач, 19
Çуралнă вырăн: Сыпайкасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1979, раштав, 20
Вилнĕ вырăн: Чăваш АССР, Шупашкар
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: проза, очерк
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Григорьев Иван Григорьевич (1924, кăрлач, 19, Сыпайкасси (халĕ Сыпай) ялĕ, Шупашкар уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ), Чăваш АССР — 1979, раштав, 20 Шупашкар Чăваш АССР) — прозăç, очерк çыравçи.

CCCР ÇП пайташĕ (1962).

1924 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Сыпайкасси (халĕ Сыпай) ялĕнче çуралнă.

СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче техника енчи редакторĕ, «Ялав» журналăн литература ĕçтешĕ, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пропаганда бюровĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.

1979 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Паллă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Çурхи кунсем» (1956);
  • «Гудок чĕнет» (1962);
  • «Пурнăç таппи» (1972);
  • «Хумсем пĕрлешмеççĕ» (1974);