Жак Брель

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Брель пăхăр.
Жак Брель
Фото
Çуралнă вăхăт:

Ака, 8, 1929

Çуралнă вырăн:

Схарбек, Бельги

Вилнĕ вăхăт:

Юпа, 9, 1978

Вилнĕ вырăн:

Бобиньи, Иль-де-Франс, Франци

Професси:

бельги сăвăçĕ, актёрĕ, режиссёрĕ

Жак Брель (фр. Jacques Brel [ʒak bʁɛl]; ака, 8 1929, Схарбек, Бельгиюпа, 9 1978, Бобиньи, Франци) — бельги францилле калаçакан сăвăç, бард, актёр тата режиссёр.

Жак Брель

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

Жак Брель 1929 çулхи ака, 8 Схарбекре, (Брӳссел тĕп хула тăрăхĕ, Бельги) çуралнă.

Шкулта çав тери хӳхĕм вĕренмен, çапах та ачаранах çамрăксен спектакăлĕсенче вылянă. Ашшĕ Жака çемйе ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарма пикеннĕ, анчах та ывăлĕн кăмăл туртăмĕ пулман.

1951 çулта Брель Тереза Михильсена качча илет, çав çултах вĕсен Шанталь хĕр çуралать.

1952 çултанпа Жак юрăсем хайлать, вĕсене вăл кил картишĕн варринче е брӳсселри кабаре каçĕсенче кăтартать. 1953 çулта пĕрремĕш 78 çаврăнăшлă пластинка тухать. Çакăн хыççăн кĕçех Жак Канетти паллă культура ĕçтешĕ чĕннипе Брель Париса тухса каять. Яш бельгиçи умĕнче анлă çул уçăлать. 1955 çулта арăмĕпе ачисем те Жак патне Францие куçаççĕ.

1956 çулта Франсуа Робер пианист-аккомпаниатор тата оркестровщикпа çыхăнать, 1957 çулта унăн иккĕмĕш аккомпаниатор, Жерар Жуаннест — концертра хевтелеме — пулать. Çав чухнех унăн тепĕр альбомĕ Шарль Кро академийĕн гран-прине тивĕçет. 1958 çултанпа Брель «Олимпи» тата «Бобино» чаплă залĕсенче хастар пултаруллă ĕçлет. Ăнăçу тӳпинчех 1966 çулта Брель юрлас ĕçпе сценăна хăварать. 1967 çулхи çаан 16-мĕшĕнче Жак Брель юлашки концертпа халăх умне тухать.

1967 çулта Брелĕн киноартист дебючĕ Андре Кайатăн «Профессиональный риск» фильмĕнче пуçланать, вăл вĕрентӳç рольне сăнарлать (вĕренекен хĕрача ăна тавăрас тĕллевпе пусмăрларĕ тесе айăплать). 1971 çулта Марсель Карне Бреле хăйĕн «Йĕркелĕх ячĕпе вĕлерекенсем» ӳнер ĕçĕнче выляттарать, унăн ролĕ — преступник-полицейскисемпе кĕрешекен тӳрелĕх ĕçтешĕ. Эдуард Молинаро унăн камитла хевтелĕхĕпе «Бенжамен кукка» (1969) тата «Зануда» (1973), Клод Лелуш«Приключение — это приключение» (1972) усă курать. Брель çаплах, режиссёр пулса, икĕ фильм («Франц», 1971 тата «Тискер Анăç», 1973) ӳнерлет.

Брель 1978 ç. юпа, 9 Парисăн тулашĕнчи Бобиньире тăсăм чирленĕ хыççăн вилет. Ăна Маркиз утравĕсенчеПоль Гогенăн вилтăприпе — юнашар пытарнă.

Ддискографи[тӳрлет]

  • 1953: Первый сингл, записанный в Брюсселе : La Foire/Il y a
  • 1954: Первый альбом : Jacques Brel et ses chansons
  • 1957: Quand on n’a que l’amour, Heureux Pardons,…
  • 1958: Je ne sais pas, Au printemps,…
  • 1958: Диск для журнала Marie-Claire, включающий в себя L’introduction à la Nativité и L'Évangile selon saint Luc
  • 1959: La valse à mille temps, Ne me quitte pas, Je t’aime, Isabelle, La mort, …
  • 1961: Marieke, Le moribond,…
  • 1962: Запись концерта в Олимпии, октябрь 1961
  • 1963: Les Bigotes, Les vieux, La Fanette,…
  • 1964: Jef, Les bonbons, Mathilde,…
  • 1964: Концерт в Олимпии 1964
  • 1965: Ces gens-là, Fernand,…
  • 1967: 67 comprenant Mon enfance, À jeun,…
  • 1968: Vesoul, L'éclusier,…
  • 1970: L’Homme de la Mancha
  • 1972: Новые записи старых песен
  • 1977: Les Marquises
  • 1988: Jacques Brel — l’intégrale (10 CD)
  • 2003: Jacques Brel — l’intégrale (15 CD)

Фильмографи[тӳрлет]

Паллă юррисем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]