Контент патне куҫ

Зайнаб Биишева

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Зайнаб Биишева
Çуралнă чухнехи ят: Зайнаб Абдулловна Биишева
Çуралнă вăхăт: 1908 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Туембет ялĕ
Вилнĕ вăхăт: 1996 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Ĕпхӳ хули
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
ССРПССРП
РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, прозăçă, драматург, тăлмач
Тĕлĕ: пьеса, повеç, калав, юмах, поэма, сăвă
Дебют: «Арçын ача-партизан», 1942

Биишева Зайнаб Абдулловна (пушк. Биишева Зәйнәп Абдулла ҡыҙы, 15 кăрлач 1908, Туембет ялĕ (халĕ — Пушкăртстан Кугарчин районĕ - 24 çурла 1996, Ĕпхӳ) — Пушкăртстан халăх çыравçи, прозăç, сăвăç, драматург, тăлмач.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Зайнаб Биишева тĕрлĕрен жанрсенче çырнă. Вĕсен хушшинче «Пĕр пурнăçăн кун-çулĕ» трилоги, ача-пăчапа çамрăксем валли тухнă темиçе кĕнеке — пьеса «Туслăх» тата повеç «Туссем пулăпăр», вуншар сăвăсемпе юмахсем. Поэма «Салаватăн юлашки сăмахĕ» (1984) халăх паттăрĕн Салават Юлаевăн сăнарне халалланă. «Асамлă курай» (1957), «Вăрттăнлăхлă куçлă çĕрĕ» (1959), «Гульбадар» (1961), «Сăмах пани» (1966), «Зульхиза» (1981) драма хайлавĕсем Пушкăрт патшалăх академиллĕ драма театрĕнче çех мар, республикан тулашĕнчи театр пусмисенче те пысăк ăнăçуллăн пынă.

Зайнаб Биишеван ятне илнисем:

  • издательство «Китап» — Пушкăртстанри чи пысăкки;
  • Ĕпхӳ хулинчи урам;
  • Снежинск хулин таврашĕнчи Ключи ялĕнчи урам;
  • Çтерлĕри патшалăх педагогика академийĕ;
  • Мраково ялĕнчи шкул;
  • Кугарчин районĕнче ун ячĕллĕ парне (Биишева çĕр çул тултарнă ятпа профессорсем, çыравçăсем тата пушкăрт чĕлхи вĕрентекенсем тивĕçнĕ)
  • Пушкăртстанăн Кугарчин районĕнчи унăн тăван Туембет ялĕнче Зайнаб Биишеван çурт-музейĕ ĕçлет.