Контент патне куҫ

Ижедеров Фёдор Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фёдор Николаевич Ижедеров
Çуралнă вăхăт 1897 çул, чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Ăрсиел ялĕ, Похвиçнĕ районĕ РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1988 çул, акан 13-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Похвиçнĕ, Самар облаçĕ, Раççей
Пăхăнулăх СССР
Хĕсмет çулĕсем 1942-1946
Хисеп
Лейтенант
Лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Хăюлăх» медалĕ
Отставкăра 1946

Ижедеров Фёдор Николаевич (1922 çулта Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Ăрсиел ялĕнче çуралнă) — Совет Союзĕн Паттăрĕ, гварди лейтенанчĕ, взвод командирĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл 1922 çулта Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Ăрсиел ялĕнче чăваш çемьинче çуралнă. 1927 çулта ашшĕпе пĕрле Тинĕсçум Енне куçса кайнă. Виневитиново станцинче 4 класа çити вĕреннĕ. Угольная станцинче маляр пулса ĕçленĕ.

Хĕрлĕ Çарта 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕщĕнче Шкатово военкоматĕнче илсе кайнă. Полк шкулне пĕтерсен 25-мĕш армин 760-мĕш стрелоксен полкĕнче салтак, кайран отделени командирĕ пулнă.

Пĕрремĕш çапăçăва 1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче лекнĕ. Взвод командирĕн çумĕпе взвод командирĕ, рота командирĕ пулнă.

Воронеж, Тĕп, 1-тата 4-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943-мĕш çулта ССКП пайташĕ пулса тăнă. 5 хутчен аманнă.

1944 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Тернополь облаçĕнчи Зборово районĕнчи Ярчовцы ялĕ патĕнче 320-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирĕ Ижедеров Ф.Н. стройран тухнă рота командирĕн вырăнне йышăнса тăшманăн темиçе контратакине хирĕçлессине йĕркеленĕ.

1944 çулхи утăн 17-мĕшĕнче ирхине Ижедеров 23 çын тăракан ушкăнпа Стрыпа юханшывĕ урлă ишсе каçнă, кайран 1,5 çх çити шуса кайса кĕпере ярса илнĕ, тăшманăн 7 контратакине сирсе янă, полка малалла кайма май туса панă.

1944-мĕш çулта командирсен пахалăхне ӳстерекен курсĕнче вĕренсе тухнă, ун хыççăн батальон командирĕн çумĕ пулнă. 1946 çулта запаса тухнă. Похвиçнĕ хулинче столяр пулса ĕçленĕ.

1988-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ. Тăван ялĕнче пытарнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
  • Документы ЦАМО.
  • Золотые Звезды Приморья. Владивосток, 1983

 Ижедеров Фёдор Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.