Икерчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Икерчĕ
Компонентсем
Кирлисем çăнăх, шыв, сĕт, çăмарта, çу
Пĕрпек çимесем
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Икерчĕ — шĕвĕк чустаран çатмара ăшăланă апат-çимĕç.

Рецепт тĕслĕхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Икерчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕпрене ăшă шывра е сĕтре ирĕлтермелле, тăвар, вĕтĕ сахăр, çăмарта тата çăнăх хушса лайăх хутăштармалла. Унтан чуста çине ирĕлтернĕ çу хушса çăрмалла та ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Хăпарсан чустана лăкаса илмелле, тепре хăпарсан пĕçерме те юрать. 1 кг шурă çăнăх, 2 кашăк сахăр песокĕ, 2 çăмарта, 6 стакан шыв е сĕт, 3 кашăк ирĕлтернĕ услам çу, 40 г çĕпре, 1,5 чей кашăкĕ тăвар кирлĕ.

ĂШЛĂ ИКЕРЧӖ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăмартана, тăвара, вĕтетнĕ сахăра, çемçе çăва пăтраштармалла, унтан шыв е сĕт, каярах çăнăх хушмалла. Лайăх пăтраштармалла. Чуста шĕвĕ пултăр. Çу сĕрнĕ вĕри çатма çине ярса çӳхе икерчĕсем пĕçермелле.

Ăшлăхсем хатĕрлемелле.

Аш-пăшран: 400 г пĕçернĕ ĕне ашне (мясорубка витĕр кăлармалла), икĕ кашăк услам çăва, туранă çур пуç сухана, 1-2 пĕçернĕ çăмартана (турамалла) тата тăвар хутăштармалла.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Похлёбкин В.В. Блины // Кулинарный словарь. — М.: Э, 2015.
  • Похлёбкин В.В. Блины (Русская кухня) // Национальные кухни наших народов. — М.: Лёгкая и пищевая промышленность, 1983.
  • Блины // . — М.: Большая советская энциклопедия, 1959.
  • Величко Е.М. и др. Солнце со сковородки // Русская народная кухня. — М.: Колос, 1992.