Имола

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Имолăри Сфорца цитаделĕ.

И́мола (Imola) — Болонья итал провинцинче, Сантерно юханшыв çинче вырнаçнă хула.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Çурçĕр енче Сан-Марино вырнаçнă. Кунта Гран-пришĕн тупăшмалли Энцопа Дино Феррарисен автодромĕ туса хунă.

Пурăнан халăх йышĕ 67,3 пин çын (2007).

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Эмили çулĕ çинчи хулана п.эрч. 82 çулта Корнелий Сулла никĕсленĕ, çавăнпа та ăна чысласа Forum Cornelii ята тивĕçтернĕ. 412 çулта кунта Атаульфпа Галл Плацидий туй ирттернĕ. Вăтам ĕмĕрсен пуçламăшĕнче Равенна экзархачĕпе лангобардсен патшалăхĕн кирлĕ вырăнĕ шутланнă. 920 çултанпа карман Алидози çемьин харпăрлăхĕ, 1001 çултанпа ирĕклĕ коммуна (çакăншăн папалăхпа вырăнти (Алидози, Гвиди, Манфреди тата ыт. Синьор çемьисем çав тери хаяр кĕрешнĕ. XV ĕмĕртенпе кармана Висконти ăрачĕн кондотьерĕсем тытса пынă. 1499 çулта ăна Чезаре Борджа çĕнсе илсе Папа облаçне хушса кĕртет.

Паллă вырăнсем[тӳрлет]

Сикст IV тăванĕн ывăлĕ Сфорца Кĕтеринĕ валли туса лартнă Сфорца карменĕ, XV ĕмĕрти темиçе кермен, Сан-Доменико чиркĕвĕ (1430 çулхи готика порталĕ) тата [XI ĕмĕр]]те хăпартнă та кăштах XVIII ĕмĕрте тепĕр хут туса лартнă Сан-Кассиано соборĕ. Вырăнта библиотекăра вăтам ĕмĕрсенчи алçыравĕсемпе пĕрремĕш пичетленĕ кĕнекесем упранаççĕ.

Имола синьорĕсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Anonimo, Pvlon Matt, Cantléna aroica, (1591) (edited by Gaspare Bagli), Bologna: Zanichelli, 1887
  • Ercolani, L., Vocabolario romagnolo-italiano (Ravenna, 1963).
  • Morri, A., Vocabolario romagnolo-italiano (Ravenna, 1970 - riprinted from the original, Faenza, 1840).
  • Polloni, A., Toponomastica romagnola (Olschki, 1966).
  • Gregor, D. B., Romagnol. Language and Literature (1971)
  • Schurr, F., Romagnolische Mundarten (Sitz.d.kais.Ak.d.W., Vienna, 1917).
  • Schurr, F., Romagnolische Dialektstudien, Lautlehre (1918); Lebende Mundarten (1919).
  • Schurr, F., «II Plaustro», December 31, 1911 (Anno 1, n. 6), Forlì.

Каçăсем[тӳрлет]

Имола Координатсем: 44°21′ с. ш. 11°43′ в. д. / 44.35° с. ш. 11.716667° в. д. (G)