Кăмпа
Кăмпа (Fungi е Mycota) — эукариотлă организмсене пĕрлештерекен, ӳсентăрансемпек чĕрчунсем хушшинче тăракан чĕрĕ çутçанталăкăн патшалăхĕ.
Кăмпа пур биологи шайĕче те — шывра, типĕ çĕр çинче тата сывлăшра – тĕл пулать. Вăл биосферăра паллă вырăн йышăнать, пур органикăллă материалсене те аркатать, çавăнпа чылай кăмпа хуçалăха пысăк сăтăр тăвать. Нумай кăмпа ӳсентăрансемпе чĕрчунсен (çыншăн та) паразичĕ шутланать, хăрушă чирсем сарать. Кăмпан тĕрлĕ тĕсĕсемпе хуçалăхра тата медицинăра усă кураççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кăмпасем хунани
[тӳрлет] Несĕллĕхсĕр ĕрчени
[тӳрлет] Кăмпасем çимĕç пуçтарни
Пур кăмпа гетеротрофлă организм пулать. Минерал япалисене кăмпа йĕри-таврари хутлăхран «туянать», çапах та органика япалине кăмпа хатĕррине çеç илет. Мĕнле çимĕç япали кăмпана кирлĕ, çавăнта унăн тĕсĕ тымар ярать. Кăмпа çимĕçĕн пысăк пĕрчисене çăтаймасть, шĕвек япаласене çеç хăйĕн кĕлетки çийĕ витĕр ĕмсе илме пултарать, çакăн чух мицели пысăк лаптăклă пулни питĕ пайталлă пулса тухать.
[тӳрлет] Кăмпа тулаш çимĕçĕпе хăналанни
Кăмпа малтан таврари çимĕçлĕ хутлăха ферментсем уйăрса кăларать, вĕсем полимерсене ĕмсе илме юрăхлă мономерсене çити салатать., в цитоплазму. Хăш кăмпасем çимĕçе йӳçтерекен ферментсен пур тĕсĕсем — белоксене аркатакан протеазсем; çăва аркатакан липазсем; полисахаридсене аркатакан карбогидразы, çапла ĕнтĕ кăмпасем куллен пурнăçра кăмпасем кирек епле субстрат çинче çитĕнме пултарать. Урăх кăмпасем хăйсене кирлĕ ферментсене хатĕрлесе кăлараççĕ те килĕшӳллĕ япаласемлĕ субстрата йышăнаççĕ.
[тӳрлет] Çиме юрăхлă кăмпасем
[тӳрлет] Чи тутлисем шутне кĕрекен кăмпасем
- Шур кăмпа
- Каска кăмпи
- Симĕс кăмпа
- Сар кăмпа
- Масла кăмпи
- Çерем кăмпи
- Хурăн кăмпи
- Ăвăс кăмпи
- Хыр кăмпи
- Симĕс яка кăмпа
- Кăвак яка кăмпа
- Сăрă ăвă кăмпи
- Ахаль çерем кăмпи
- Кăтра кăмпа
[тӳрлет] Çиме юрăхлă теме пулакан кăмпасем
- Çемçе кăмпа
- Хĕрлĕ кăрăç
- Йÿç кăрăç
- Хура кăрăç
- Пăнчăллă юман кăмпи
- Юман кăмпи
- Кĕрхи уплюнкка
- Шĕвĕр кăтра кăмпа
- Ахаль кăтра кăмпа
[тӳрлет] Ятарласа ÿстерекен кăмпасем
[тӳрлет] Вуламалли
- «Funghi», — Instituto Geografico De Agostini, Novara, Italia, 1997
- Гарибова Л. В., Сидорова И. И. Грибы. Энциклопедия природы России. — М.: 1999
- Горленко М. В. и др. Грибы СССР. — М.: 1980
- Ф. В. Фёдоров, Грибы. — М., Росагропромиздат
- Черепанова Н. П. Систематика грибов. — СПб.: Изд-во СГУ, 2005
- Бондарцева М. А. Определитель грибов России. Порядок афиллофоровые. СПб.: Наука, 1998. Вып. 2
- Дьяков Ю., Шнырева А., Сергеев А. Введение в генетику грибов. М.: Академия, 2005
- Гарибова Л. В., Лекомцева С. Н. Основы микологии (морфология и систематика грибов и грибоподобных организмов). М.: КМК, 2007
- Тобиас А. Морфология и размножение грибов. М.: Академия, 2006