Кабири каçĕсем (фильм)
| Кабири каçĕсем | |
| Фильм постерĕ | |
| Жанр | |
|---|---|
| Режиссёр | |
| Продюсер | |
| Сценари авторĕ |
Федерико Феллини |
| Тĕп рольсенче | |
| Оператор | |
| Композитор | |
| Кинокомпани |
Dino de Laurentiis Cinematografica, Les Films Marceau |
| Тăсăлу |
110 мин. |
| Патшалăх | |
| Çул | |
| IMDb | |
«Кабири каçĕсем» (итал. Le notti di Cabiria) —Федерико Феллинин рим проститутки Кабири çинчен хайланă драма, тĕп рольне режиссёр арăмĕ Джульетта Мазина сăнарланă. 1957 çулхи Канн кинофестивалĕн иккĕ парнине, çав шутра тĕп роле вылякан валли, тивĕçнĕ. «Оскар» «Çулти чи паха ютçĕр фильмĕ».
50 çул маларах çапса илнĕ пулсан та, фильм халĕ те «250 чи паха фильм, IMDb версипе» йышне кĕрет, унта 146-мĕш вырăнта тăрать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Сюжет
Фильмра Кабири пĕрмаях Пысăк Юрату шырать, анчах та пурнăç ăна лăскать çеç, инкек-синкек кăна кӳрет. Тĕл пулакан çынсем ăна пурĕ те усă курасшăн çеç йăпăлтатаççĕ. Шанчăка çухатнăскер, вăл Мадоннăна кĕл тăвать, пурнăçа тӳрлетме хăй валли çăлăнăç пама ӳкĕтлет.
Кĕçех Кабири кĕтнĕ Арçынпа паллашать. Вăл Оскар ятлă, бухгалтер пулса пысăк фирмăра ĕçлет, анчах та Кабирие илем пурнăç, чыслă пуласлăх парнелĕп тесе шантарать. Кабири çавăнпа питĕ хавхаланса каять, пĕр шухăшсăрах пуçа çухатса каччăна юратса пăрахать. Хăйĕн пӳртне сутса ярать, ĕмĕт çуначĕсемпе хăйĕн савни çумне вĕçсе çитет...
Шăпа — Турă çырниех ĕнтĕ — чĕрене çурсах ярать темелле: çав тери капăр ĕмĕт те арканать. Çапах пулин те Кабири кӳрентерекен çине тарăхмасть, шăпана тиркемест. ... Пурнăçран урăх ним те кĕтме пăрахнă хĕр хăйне тĕл пулакансене те, кино пăхакансене те хăйĕн çемçе куллине парнелет...
[тӳрлет] Рольсенче
- Джульетта Мазина - Кабири (Мария Чекарелли)
- Франсуа Перье - Оскар Д'Онофрио
- Франка Марци - Ванда
- Амедео Надзари - Альберто Ладзари
- Альдо Сильвани
- Дориан Грэй - Джесси
[тӳрлет] Парнесемпе палăртусем
[тӳрлет] Парнесем
- 1958 - «Оскар» парни
- Чи паха ютçĕр фильмĕ
- 1957 - Канн кинофестивалĕ
- Чи паха актриса - Джульетта Мазина
- Ятарлă пĕлтерӳ - Федерико Феллини
- 1957 - Премия «David di Donatello»
- Чи паха режиссер - Федерико Феллини
- Чт паха продюсер - Дино Де Лаурентис
- 1957 - Сан-Себастьянри кинофестиваль
- Чи паха актриса - Джульетта Мазина
[тӳрлет] Палăртусем
- 1959 - BAFTA парне
- Паха фильм
- Чи паха ютçĕр актриси - Джульетта Мазина
- 1957 - Канн кинофестивалĕ
[тӳрлет] Каçăсем
- «Кабири каçĕсем»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ««Кабири каçĕсем»»(акăлч.) allmovie сайтĕнче
|
|
|
|---|---|
|
Шуша (1947) · Монсеньор Винсент (1948) · Велосипед вăрлакансем (1949) · Малапаги хӳми çумĕнче (1950) · Расёмон (1951) · Чарнă вăйăсем (1952) · Парнене паман (1953) · Тамăк хапхи (1954) · Самурай: Путь воина (1955) · Çул (1956) · Кабири каçĕсем (1957) · Манăн кукка (1958) · Хура Орфей (1959) · Хĕрупраç çăлкуçĕ (1960) Çĕнтерӳçĕсем (1947—1960) · Çĕнтерӳçĕсем (1961—1980) · Çĕнтерӳçĕсем (1981—2000) · Çĕнтерӳçĕсем (2001 — халиччен) |
|
|
|
|---|---|
| 1950-мĕшсем | Варьете çутти (1950) • Шурă шейх (1952) • Ачаш ывăлсем (1953) • Хулари юрату (1953) • Çул (1954) • Мошенники (1955) • Кабири каçĕсем (1957) |
| 1960-мĕшсем | Сладкая жизнь (1960) • Боккаччо-70 (1962) • Саккăр çурă (1963) • Джульетта тата духи (1965) • Три шага в бреду (1968) • Режиссёрăн кун кĕнеки (1969) • Сатирикон Феллини (1969) |
| 1970-мĕшсем | Клоунсем (1970) • Рим (1972) • Амаркорд (1973) • Казанова Федерико Феллини (1976) • Оркестр репетицинче (1979) |
| 1980-мĕшсем | Хĕрарăмсен хули (1980) • И корабль плывёт… (1983) • Джинджер тата Фред (1986) • Интервью (1987) |
| 1990-мĕшсем | Уйăх сасси (1990) |