Катăркас
Катăркас (лат. Crataégus) — роза чечеклĕ йываçсен е тĕмсен йăхне-ушкăнне кĕрет. Çамрăк тураттисем унăн лайăх аталаннă йĕпсемпе пуян, çулçисем лаштака сарлака та, çунатлă та пулаççĕ. Çурма зонт е щит евĕрлĕ чечек пуххи шурă, шупка хĕрлĕ е хĕрлĕ тĕслĕ. Çимĕçĕ шар евĕрлĕ, çăмарта е груша евĕрли те пулать. Вăл — хĕрлĕ, хĕрлĕрех сарă, хăмăр е хура тĕслĕ, варри — шăмăллă. Катăркас вăрăран ĕрчет, хăшăн-пĕрин хунав тухать.
Тупмалли |
Сарăлни [тӳрлет]
Çурçĕр Америкăпа Евразин вăтам тăрăхĕнче те ӳсет. Çĕр чăмăрĕ çинче 200 тĕрлĕ катăркас ӳсет.
Усă курни [тӳрлет]
Хăш-пĕр катăркасăн çимĕçне çиеççĕ, питĕ-нăкă вулли пысăках мар япаласем тума каять. Çырлине, чечекне тытнă е вĕсене вĕретнĕ шывра тĕрлĕ йӳçекле хутăшра çын сывлăхшен усăллă тĕрлĕ витамин нумай. Çав экстратпа тата настойпа чĕре тата юн тымар чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ.
Вуламалли [тӳрлет]
- Ăсан Уçăпĕ. Чăваш вăрманĕ. — Шупашкар: Çĕнĕ Вăхăт, 2009. — с. 197-198 — 216 с.
Каçăсем [тӳрлет]
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |