Категорине сӳтсе явмалли:Хими япалалăхĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Химисĕр пуçне, тата мĕнĕн япалалăхĕсем пур? Япалалăх тенин умне «хими» тенине хушса хуни мĕне пĕлтерет? Мĕнлерех функци унăн, çав умра тăракан сăмахăн? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:00, 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Мĕн тума çав териех кирлĕ ку Сире? Çавах категорисемпе хăтланмастăр. Viktor (сӳтсе явни) 13:09, 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Туллирех çырма тăрăшăр статьясене. Энциклопеди йĕркине қĕртес пулать. Пушăраххисене те тултарарăр. Viktor (сӳтсе явни) 13:11, 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Чăваш Википедийĕнчи ман статьясем — чи туллисенчен пĕрисем. Ман пек туллин çыраканни кунта — сахал. Ячĕшĕн çырнă статьясем вара пур. Вăт çавсене туллилетмеле. Алран кайтăр тесе «туллин» çырни вара кирлех мар пуль. Статья çыракан хăй мĕн çырнине ăнланма тивĕç. Ним ăнланмасăр çырнинчен пархатар пулмасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:17, 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Вещество текенни (ăнлав) химире тата философире пур. Хими япалалăхĕсем тесен, Философи япалалăхăсем те теме май пур пек пулса тухать. Анчах ун пек калама май çукки тÿрех курăнать. Эппин хими япалалахĕсем темешкен те питĕ хĕн. Çавăнпа «çав териех кирлĕ». --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:17, 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Енчен те «вещество» мар, «химическое вещество» тенĕ-тĕк, кунта — философи мар. Философипе çыхăнман. Умĕнчи «химическое» тенин тĕшши кунта çакăнта тата çакăнта çеç. Урăх нимле тĕшĕ те çук. Çав кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:23, 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Категорисемпе хăтланатăп-и эпĕ? Хăтланатăп. Анчах та ытларах хатĕр категорисене хута яма тăрăшатăп. Вĕсем вилĕ çăк пек выртмалла мар вĕт. Усă курмалла, «туллилетмелле». Шаблонсем тĕлĕшпе те çавах. Мĕн пуррисемпе усă курмалла, малалла аталантармалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:34, 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]