Контент патне куҫ

Категорине сӳтсе явмалли:2-мĕш пинçуллăхĕнче килнисем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ҫавах «килнисем»[кодне тӳрлет]

Виктор, ара, ӑнлантарса парӑр-ха — Ӑҫтан вӗсем килнӗ? Чӑашла ун пек пулма пултарайманни пикри пӗрре кӑтартрӑм — ҫавах «килнисем». Килеҫҫӗ пулсан ӑҫтан та пулин вӗсем тухнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:20, 10 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Тата — камӑнлӑх категори кунта ытлашши. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:21, 10 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Универсаллă сăмах... Килнĕскерсем тесе çырнă пулсан, урасем çинче утса килнĕ темелле. Появившиеся теме пулать - эс вырăс сăмахĕсене кĕртме кăмаллатăн. Viktor (сӳтсе явни) 12:44, 10 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эп вырӑс сӑмахӗсемпе мар, чӑваш сӑмахӗсемпех ҫыратӑп. Мӗншӗн «появившиеся» темелле? Вӑл сӑмаха «палӑрнӑ» теме пулать. «2-мӗш пинҫуллӑхра палӑрнисем». Чӑн чӑвашла калас пулсан, сӑмах хайланӑ, никӗсленӗ япаласем пирки пулсан — «ӑсталаннӑ» теме пулать: «2-мӗш пинҫуллӑхра ӑсталанисем». Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:57, 10 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Аса илтĕм. Мĕншĕн/ма çапла çырнине. Нумай шухăшланăччĕ тахçан. Çут тĕнчене килнисем, терĕм вара, кайран кĕскетрĕм. Экономи... Viktor (сӳтсе явни) 14:49, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Ҫут тӗнчене килнисем» — кунта йӗркеллӗ, чӑвашла. Апла пулин те ун пек ача пирки кӑна калаҫҫӗ пуль. Пӗр-пӗр хайлав пирки калас пулсан вара «кун ҫути курнӑ» теҫҫӗ. Чӗлхепе йӑнӑш усӑ курни питӗ те куҫа касать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:00, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]