Кивĕ Халал
"Кивĕ Халал, вăлах Еврей Библийĕ (Танах), — иуда тĕнĕпе христос тĕнĕн пĕрлехи Таса Çырăвĕ.
Çак статьяра халала христос йăлиллĕ çырса кăтартнă. Еврей йăлиллĕ çырни "Танах" статьяра.
Тупмалли |
Этимологи[тӳрлет]
Кивĕ Халал кĕнекисем[тӳрлет]
| Вырăс ячĕ |
Латтин ячĕ |
Грек ячĕ |
Вырăс. | Акăлч. | Тĕп ячĕ |
|---|---|---|---|---|---|
|
|
|||||
| Пуçламăшлăх кĕнеки | Genesis | Γένεσις | Быт. | Gen | בְּרֵאשִׁית |
| Тухса кайни кĕнеки | Exodus | Ἔξοδος | Исх. | Ex | שְׁמוֹת |
| Левит кĕнеки | Leviticus | Λευϊτικòν | Лев. | Lev | וַיִּקְרָא |
| Хисеп кĕнеки | Numeri | Ἀριθμοὶ | Чис. | Num | בְּמִדְבַּר |
| Иксаккунлăх | Deuteronomium | Δευτερονόμιον | Икс. | Deut | דְּבָרִים |
| Иисус Навин кĕнеки | Iosue | Ἰησοῦς | Нав. | Josh | יְהוֹשֻׁעַ |
| Израиль Тӳррисен кĕнеки | Iudicum | Κριταὶ | Суд. | Judg | שׁוֹפְטִים |
| Руфь кĕнеки | Ruth | Ροὺθ | Руф. | Ruth | רוּת |
| 1-мĕш Патшалăхсен кĕнеки | I Samuelis | Βασιλειων Α' | 1Цар | 1Sam | שְׁמוּאֵל א׳ |
| 2-мĕш Патшалăхсен кĕнеки | II Samuelis | Βασιλειων Β' | 2Цар | 2Sam | שְׁמוּאֵל ב׳ |
| 3-мĕш Патшалăхсен кĕнеки | I Regum | Βασιλειων Γ' | 3Цар | 1Kings | מְלָכִים א׳ |
| 4-мĕш Патшалăхсен кĕнеки | II Regum | Βασιλειων Δ' | 4Цар | 2Kings | מְלָכִים ב׳ |
| 1-мĕш Паралипоменон | I Paralipomenon | Παραλειπομένων Α' | 1Пар | 1Chron | דִּבְרֵי הַיָּמִים א׳ |
| 2-мĕш Паралипоменон | II Paralipomenon | Παραλειπομένων Β' | 2Пар | 2Chron | דִּבְרֵי הַיָּמִים ב׳ |
| Ездра кĕнеки | Esdrae | Ἒσδρας | Езд | Ezra | עֶזְרָא |
| Нееми кĕнеки | Nehemiae | Νεεμιας | Неем | Neh | נְחֶמְיָה |
| Есфирь кĕнеки | Esther | Ἐσθὴρ | Есф | Esther | אֶסְתֵּר |
| Иова кĕнеки | Iob | Ἰῶβ | Иов | Job | אִיּוֹב |
| Псалтăрь | Psalmorum | Ψαλμοὶ | Пс / Псал | Ps | תְּהִלִּים |
| Соломон притча кĕнеки | Proverbiorum | Παροιμιαι | Прит | Prov | מִשְׁלֵי |
| Екклесиаст кĕнеки | Ecclesiasticus | Ἐκκλησιαστὴς | Екк | Eccles | קֹהֶלֶת |
| Соломон юррисен юрри | Canticum Canticorum | ᾎσμα | Песн | Song | שִׁיר הַשִּׁירִים |
| Исай Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Isaiae | Ἠσαΐας | Ис / Исаи | Is | יְשַׁעְיָהוּ |
| Иереми Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Ieremiae | Ιερεμίας | Иер | Jer | יִרְמְיָהוּ |
| Иереми йĕни | Lamentationes | Θρῆνοι | Йĕни | Lam | אֵיכָה |
| Иезекииль Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Ezechielis | Ἰεζεκιὴλ | Иез | Ezek | יְחֶזְקֵאל |
| Даниил Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Danielis | Δανιὴλ | Дан | Dan | דָּנִיֵּאל |
| Оси Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Osee | Ὡσηὲ | Ос | Hos | הוֹשֵׁעַ |
| Иоиль Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Ioel | Ἰωὴλ | Иоил | Joel | יוֹאֵל |
| Амос Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Amos | Ἀμὼς | Амос | Amos | עָמוֹס |
| Авди Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Abdiae | Ἀβδιοὺ | Авд | Obad | עֹבַדְיָה |
| Иона Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Ionae | Ἰωνᾶς | Иона | Jon | יוֹנָה |
| Михей Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Michaeae | Μιχαίας | Мих | Mic | מִיכָה |
| Наум Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Nahum | Ναοὺμ | Наум | Nahum | נַחוּם |
| Аввакум Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Habacuc | Αμβακοὺμ | Авв | Hab | חֲבַקּוּק |
| Софони Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Sophoniae | Σοφονίας | Соф | Zeph | צְפַנְיָה |
| Аггей Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Aggaei | Ἁγγαῖος | Агг | Hag | חַגַּי |
| Захари Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Zachariae | Ζαχαρίας | Зах | Zech | זְכַרְיָה |
| Малахи Пӳлĕхçĕ кĕнеки | Malachiae | Μαλαχίας | Мал | Mal | מַלְאָכִי |
Кивĕ Халал канонĕ[тӳрлет]
Халĕ Кивĕ Халалăн пĕр-пĕринчен йышĕпе те, пулса тухнипе те уйрăмлă виççĕ канон пур:
- Иудей канонĕ (Танах), иудаизмра пирĕн эрăчченех никĕсленнĕскер;
- Христиан канонĕ, иудей канонĕн александри версипе (Септуагинта) никĕсленекенскер, Православи тата Католици Чиркĕвĕсенче йышăннăскер;
- Протестант канонĕ, XVI ĕмĕрте никĕсленнĕ, малтанхи иккĕшĕ хушшинчискер.
Кивĕ Халал канонĕ йĕркеленĕвĕн кун-çулĕнче иккĕ тапхăра уйăраççĕ: иудей хутлăхĕнче канон йĕркеленни тата çак канона христиан Чиркĕвĕ йышăнни.
Иудей канонĕ[тӳрлет]
Жанр енĕпе тата кĕнекисене хайланă вăхăчĕпе Иудей канонĕ виççĕ пайран тытăнса тăрать.
- Саккун е Моисейĕн Тора Пиллĕк кенекеллĕхĕ
- Пӳлĕхçĕсем е пӳлĕхçи кĕнекисемсĕр пуçне истори хроникиллĕ Невиим.
- Невиим хăйĕ виççĕне пайланать.
- Авалхи пӳлĕхçĕсем: Навин Иисусĕн, Судейĕн, тата Самуилăн 1 тата 2 кĕнеки (1 тата 2 Патшалăхсен) тата 1 тата 2 Патшасен (3 тата 4 Патшалăхсен)
- Кайранхи пӳлĕхçĕсем, унта «мăн пӳлĕхçĕсен» (Исай, Иереми тата Иезекииль) виççĕ кĕнеки тата «кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» 12 кĕнеки кĕрет. «Кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» алçыравĕсем пĕр çыхăра пулса пĕр кĕнеке шутланнă.
- Хайлавсем е Израиль ăсчахĕсен хайлавĕсене тата кĕлĕ сăввисене кĕртнĕ Ктувим.
- Ктувим шутĕнче çулталăк çаврипе татăçуллă синагогăра вуланисене пуçтарнă Юрăсен юррин, Руфь, Иереми йĕрĕвĕн, Екклесиаст тата Есфирь кĕнекисем кĕртнĕ «çырнă пиллĕк çыхă» пухăмĕ уйрăммăн тăрать.
Хайлавăн виççĕ пайĕн (Тора, Невиим, Ктувим) ячĕсен пĕрремĕш сас паллисенчен иудей канонĕн йышĕнче ТаНаХ сăмах пулса вуланать. Иудей йăлипе кĕнекесене тăтăшах вĕсен пĕрремĕш сас паллипе ят параççĕ.
Танаха виççĕ пая уйăрнине пирĕн эрă чикки тапхăрĕнче пурăннă чылай авалхи автор палăртнă. «Саккун, пӳлĕхçĕсен тата ытти кĕнекесем» (Сир.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#1:2|1:2]]) пирки асăннине пирĕн эрăччен 190 ç. çырнă Сирах ывăлĕ Иисусĕн ăсчахлăх кĕнекинче Евангели çыравçи Лука хăйĕн Евангелири юлашки пайĕнче Иисусăн сăмахĕсене кăтартать: «Манăн пирки Моисей Саккунĕнче тата Пӳлĕхçĕсем тата Псалăмсенче çырни пурĕ те пулса тухмалла» (Лк.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#24:44|24:44]]). Çапах та чылайрахăш чухне евангели çыравçисем «саккун тата пӳлĕхçĕсем» сăмахсемпе палăртнă. Танахăн виççĕ пайĕ пирки Александри Филонĕ (п.эрч. 20 тл. — п.эрч. 50 тл.) тата Иосиф Флавий (п.эрч. 37 — ?) пĕлтерет.
Александри канонĕ (Септуагинта)[тӳрлет]
Протестант канонĕ[тӳрлет]
«Кивĕ Халала» тишкерсе йышăнманни[тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]
- Тора
- Пиллĕк кĕнеке
- Танах — Еврей Библийĕ.
- Çĕнĕ Халал
- Кивĕ халал чиркĕвĕ
Каçăсем[тӳрлет]
Тексчĕсемпе куçарăвĕсем[тӳрлет]
- Подстрочный перевод книг Септуагинты и UBS версии Нового Завета на русский
- "Кивĕпе Çĕнĕ Халал" тексчĕсенче "Богослов" шыравĕ
| Кивĕ Халал кĕнекисем | |
|---|---|
| Пиллĕк кĕнекелĕх | |
| Историлле |
Иисус Навинăн • Израиль Тӳрисен • Руфь • Самуил (Патшалăхсен 1-мĕш • Патшалăхсен 2-мĕш) • Патшалăхсен 3-мĕш • Патшалăхсен 4-мĕш • Паралипоменон (1-мĕш • 2-мĕш) • Ездрă (1-мĕш • 2-мĕш* • 3-мĕш*) • Неемий • Товит* • Юдифь* • Есфирь |
| Вĕрентекеннисем | |
| Пӳлĕхçĕсен | |
|
|