Кнут Гамсун

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кнут Гамсун

Кнут Гамсун (Knut Hamsun, чăн ячĕ Кнуд Педерсен (Knud Pedersen) ; 1859—1952) — норвег çыравçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Кнут 1859 çулхи çурла, 4 Гудбрандсдален айлăмĕнче, Лом прихутĕнче çуралнă. Петĕрсен Петĕрĕн — ял çĕвĕçĕн —тăваттăмĕш ачи пулнă. Чухăн пурăннă, тăхăр çултанпа куккăшĕ патĕнче ĕçленĕ, 1873 çултанпа нумай вырăн улăштарнă. Çыру ĕçне 17 çултан пикеннĕ. Пĕрремĕш кĕнеки (Den Gaadefulde. En kjærlighedshistorie fra Nordland) 1877 ç. пичетленсе тухнă. Çамрăк чух нумай çул çӳренĕ, Америкăна та çитнĕ. 1888 ç. Копенгагена куçать. 1890 ç. Гамсунăн унăн ятне чапа кăларнă психологи романĕ «Выçлăх» (Sult) тухать.

1898 çулта Гамсун авланать — Берглиот Бех хĕре качча илет — мăшăрĕпе сакăр çул пурăнать. 1909 çулта иккĕмĕш хут мăшăрланать, Мари Андерсен артриста качча илет. Мари вара туйĕ иртсенех ĕçне пăрахать те Гамсунăн ĕмĕрĕ вĕçленичченех пурăнать. 1918 çулта мăшăрсем Нĕрхольм кил йăвине сутăн илеççĕ. 1920 çулта Гамсуна литература енĕпе мăнаçлă «Çĕр çимĕçĕсем» (норв. Markens Grøde) ĕçĕшĕн Нобель парнине тивĕçтереççĕ.

Китлĕр Германире тăрăма хăй аллине илсен, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче Гамсун наци майлă пулса Квислинг тытăмне вырăна хурса савать. Çакăншăн ăна вăрçă вĕçленсен сутăнчăк ячĕпе тӳрелĕх йĕркин аллине кӳреççĕ. Гамсуна ватăлăхне хисепе хурса çеç тĕрмерен хăтараççĕ. Вăрçă хыççăн пĕр тăхта вăл ваăсен çуртĕнче ĕмĕрне вĕçлесе пырать, 1950 çулта вара Нĕрхольма таврăнать. Унăн ывăлĕ Арилд SS 5-мĕш «Wiking» дивизийĕ ĕретĕнче Тухăç фронтĕнче çапăçать.

Çыравçă 1952 çулхи нарăс ,19 куçне хупать. Унăн пур пуху ĕçĕсем вилĕмĕ хыççăн икĕ çултан çута тухать.

Ӗçĕсем[тӳрлет]

Гамсун 30 ытла роман; повеçсем, пьесăсем, калавсем, публицăллă кĕнекесем, сăвăсем çырнă. Унăн пултарулăх ĕçĕсене Блок тата Куприн вырăсла куçарнă.

  • "Голод" (1890)
  • "Мистерии" (1892)
  • "Пан" (1894)
  • "Виктория" (1898)
  • "Под осенними звёздами" (1906)
  • "Бенони" (1908)
  • "Странник, играющий под сурдинку" (1909)
  • "Соки земли" (1917)
  • "Женщины у колодца" (1920)
  • "Последняя глава" (1923)
  • "Бродяги" (1927)
  • "Август" (1930)
  • "А жизнь идёт" (1933)
  • "Кольцо замыкается" (1936)
  • "По заросшим тропам" (1949)

Каçăсем[тӳрлет]